Çăмăллăхлă ипотека программи 4 уйăхра 230 çемьене çурт-йĕр ыйтăвне татса пама пулăшнă. Ун тăрăх ипотека илнĕ чухне хваттер е çурт хакĕн 20 проценчĕ чухлĕ пулăшу параççĕ.
Çак программа валли республика бюджетĕн- че 500 миллион тенкĕ пăхса хăварнă. Çакă 400-е яхăн çемьене пулăшма май парĕ. Округсен администрацийĕсенче ку программа валли заявкăсем йышăнасси малалла пырать. Унта çамрăк тата нумай ачаллă çемьесем, СВОна хутшăнакансем тата ун ветеранĕсем, инвалидсем, патшалăх тата муниципалитет служащийĕ- сем, бюджет организацийĕсен ĕçченĕсем тата ытти хăш-пĕр категорисем хутшăнма пултараççĕ.

