ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствине çĕнĕ çын ертсе пырĕ. Министр должноçне Лариса Тарасовăна çирĕплетнĕ. Вăл ку тытăмра 38 çул вăй хурать, вĕсенчен 27-шне – ертÿçĕ должноçĕнче.
Лариса Владимировна Хусанта çуралнă, И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУра вĕреннĕ. 2021 çулхи пуш уйăхĕнчен пуçласа ку таранччен Республикăри клиника пульницинче гастроэнтерологи уйрăмĕн заведующийĕ, ЧР Сывлăх сыхлавĕн тĕп терапевчĕ тата гастроэнтерологĕ пулнă, ЧПУн факультет тата госпиталь терапин кафедрине ертсе пынă.

