Понедельник, 17 августа, 2026
Главная > Публикации > «Музей эрни» акци пырать

«Музей эрни» акци пырать


Утă уйăхĕн 19-мĕшĕнче ятарлă çер операцине хутшăнакансем тата вĕсен çемйисем валли «Музей эрни» Пĕтĕм Раççей акцийĕ пуçланнă.
Çĕршыв хӳтĕлевçисемшĕн патшалăх музейĕсем утă уйăхĕн 25-мĕшĕччен тӳлевсĕр ĕçлĕç. Çав шутра – Чăваш патшалăх ӳнер музейĕ те. Акци вăхăтĕнче кашни кунах 11 сехетрен пуçласа 15-чен «Чăваш Ен ӳнерĕ. Пуçламăшĕ, аталанăвĕ тата хальхи» тĕп экспозици тăрăх экскурси ĕçлет. Унсăр пуçне 14 сехетре пысăк чечексем хатĕрлессипе ăсталăх класĕсене хутшăнма пулать. Утă уйă- хĕн 25-мĕшĕнче вара «Савнă Шупашкар» регионсен хушшинчи курав уçăлĕ. Унта Чăваш ӳнерçисен союзĕн членĕсен тĕрлĕ жанрпа (живопиç, графика, скульптура, театр декорацийĕ тата тумсем) хатĕрленĕ ĕçĕсене курма пулĕ. Акцие ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе вĕсен çемйисене йыхравлаççĕ, статуса çирĕплетекен документа пĕрле илмелле.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *