Ҫак уйӑхра республикӑри ЗАГС уйрӑмӗсенче пине яхӑн мӑшӑр ҫырӑнать.
Чылайӑшӗ туйӑмӗсене саккунпа ҫирӗп- летме утӑ уйӑхӗн 25-мӗшне суйланӑ. Ҫак кун Мендельсон маршӗ 151 каччӑпа хӗршӗн янӑрӗ.
Сӑмах май, туй кунне ҫулталӑк маларах йышӑнса хума юрать. Ҫакна валли ЗАГС уйрӑмне ҫитсе е патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ заявлени ҫырмалла.

