Шыв кашни чĕрĕ организм пурнăçĕнчех пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Ахальтен мар ял-сала тата хуласем мĕн ĕлĕкрен пĕчĕк тата анлăн сарăлса выртакан юхан шывсен хĕрринче ÿссе ларнă. Таврара сиплĕ çăлкуç тапни вара чăн-чăн ырлăх пулнă. Çынсем ăна тата унăн таврашне йĕркене кĕртнĕ, ĕмĕртен-ĕмĕре унтан таса шыв ăсса пурăннă.
Шыв çулĕ аялтан иртни те чăрмав пулман, ĕçмелли шыва çынсем пусă чавса çĕр айĕнчен кăларнă. Йывăç пурасене каярах бетон кольцосем ярса çĕнетнĕ. Ял-салари кашни урама шывпа тивĕçтерес тĕллев-пе шыв башнисем лартнă, çĕр айне пăрăхсем хывса хăварнă. Ача чухне колонкăран шыв йăтни, шăрăх çанталăкра ун патне уçăлтаракан сивĕ шыв пырса ĕçни халĕ те асрах-ха.
Çулсем иртнĕ май çĕр айĕнчи пăрăхсем кивелесси, вĕсем шăтса юхасси вăрттăнлăх мар. Çак сăлтава пула чылай ял-салара урамри шыв сечĕ-сем ĕçлеме пăрахнă. Юсав ĕçĕсем тăкаклă пулнăран вĕсене çĕнетме васкаман, каярах урам хушшисенчен колонкăсем те çухалнă.
Патшалăхăн тĕллевлĕ программи ялсене çĕнĕ сывлăш кĕртет. Ниме бюджечĕ тăкаксен пысăк пайне хăйĕн çине илнĕ май ял-салара пурăнакансем урам хушшипе çĕнĕрен пăрăхсем туртма тытăннă. Çĕнĕ шыв башнисем тÿпенелле кармашнине те йышлăн асăрхама пулать. Ку енĕпе Канаш тăрăхĕнче Ухман салинче пурăнакансем хастар ĕçленине палăртмалла.
Ухман ял территори па-йĕн ертÿçи Евгений Григорьев пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем вырăнта ниме бюджечĕн вăйĕпе шыв кĕртессине 2021 çултанпах тытса пыраççĕ. Халăхран укçа пуçтарса çулсеренех шыв се- чĕсене çĕнетеççĕ, çĕнĕ магистраль туртаççĕ тата ытти те. Акă, сăмахран, тăватă çул каялла пуçару программине хутшăнса ухмансем Çĕнĕ урамри 713 метр тăршшĕ шыв пăрăхне улăштарнă. Контракт сумми 237 пин тенкĕпе танлашнă пулнă. Республика бюджечĕ тăкаксен 60 процентне саплаштарнă ?142 пин тенкĕ/, вырăнти бюджет çак пĕлтерĕшлĕ ĕç валли 83 пин тенкĕ укçа уйăрнă ?20 прцент/. Вырăнта пурăнакансем хăйсен енчен тепĕр 20 процент пуçтарса панă пулнă ?83 пин тенкĕ/.
2022 çулта ку енĕпе туса ирттернĕ ĕçсен калăпăшĕ тата та пысăкланнă. Малтан Ухман салинче пĕтĕмпе 1400 метр тăршшĕ шыв пăрăхĕ туртнă. Таса шыв çĕнĕ магистральпа салари Мускав, Чапаев тата Мичурин урамĕсенче пурăнакансем патне çитнĕ. Çав çулхинех подрядчик салари Советская урамра та ĕçленĕ, ĕç планĕпе килĕшÿллĕн 200 метр тăршшĕ кивелнĕ пăрăха улăштарнă. Пысăк суммăллă пректсене ку хутĕнче те ниме бюджечĕн вăйĕпе ĕçе кĕртме май килнĕ. Çынсем сметăра кăтартнă тăкаксен 20 процент виçине хăйсем çине илнĕ, ыттине патшалăхăн тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн рес- публикăпа вырăнти бюджетсен шучĕпе саплаштарнă.
Пĕлтĕр вырăнти халăх пуçарăвĕпе Ухман салинче юсав ĕçĕсене малалла тăснă. Шыв пăрăхне Çĕнĕ урамран пуçласа Советская урам таран 180 метр тăршшĕ улăштарнă. Çавăн пекех магистраль çинче пушар хăрушсăрлăхĕн пĕр гидрантне вырнаçтарса хăварнă. Çав çулах шыв пăрăхĕсене Ленин урамĕнчен пуçласа Советская урамра тата Красноармейски урамĕнчен пуçласа Пионерская тата Гагарин ура- мĕсенче çĕнетнĕ. Подрядчик 1900 метр тăршшĕ пăрăх турт-нă, пушар хăрушсăрлăхĕн икĕ гидратне лартнă. Çак ĕçсене туса ирттерме те ниме бюджечĕ пысăк пулăшу кÿнĕ.
Кăçал Ухман салинчи Ленин, Октябрь, Горький, Çĕнтерĕве 40 çул урамĕсенче пĕтĕмпе 3400 метр тăршшĕ шыв пăрăхне улăштарма палăртнă. Проект- ра пушар хăрушсăрлăхĕн пĕр гидратнте вырнаçтарма пăхса хăварнă. Палăртнă ĕçсене пурнăçа кĕртме тăватă миллион тенке яхăн контракт тунă. Подрядчик ĕçсене пуçăннă та ĕнтĕ. Хальхинче çынсем пĕтĕм тăкак виçин 10 проценцĕ чухлĕ укçана кăна пуçтарса панă. Мĕншĕн тесен вырăнти бюджет тăкаксен 30 процентне хăйĕн çине илнĕ. Республика бюджечĕ унчченхи пекех 60 процент чухлĕ саплаштарĕ.
Вырăнти бюджет халăхран тухакан укçа виçин витĕмлĕ пайне татса пани _ курăмлă пулăшу. Çакă çынсен пуçарăвĕ çинче никĕсленекен ĕçсен калăпăшне ÿстерме май парать, вĕсен шучĕ килес çул тата та хушăнса пырасси вара пĕрре те иккĕлентермест.
Пĕлме, кăçал вырăнти пуçару программипе шыв пăрă- хĕсене çĕнетессипе çавăн пекех Сухайкасси тата Атнаш ял тăрăхĕсенче те ĕçлеççĕ.








Артемий МЯСНИКОВ

