Вторник, 18 августа, 2026
Главная > Публикации > Пулăç кунне уявланă

Пулăç кунне уявланă


Пирĕн çĕршывра утă уйăхĕн иккĕмĕш вырсарни кунĕнче Пулăç кунне уявлаççĕ.
Кăçал çак уява халалласа Энтрияль территори уйрă- мĕнче Кĕçĕн Çавал юхан шывĕ хĕрринче «Пулăç кунĕ» йĕркеленĕ. Унта ветерансемпе сывлăх енчен хавшак çынсем пулă тытас тата тĕл перес енĕпе ăмăртнă.
Пуçтарăннисене Энтрияль культура çурчĕ çумĕнчи «Пинер» фольклор ансамблĕ ?ертÿçи _ ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Александр Никоноров/ савăнăçлă юррисемпе савăк кăмăл парнеленĕ.
Уявра тытнă пулăран шÿр- пе пĕçернĕ. Çавăн пекех пуçтарăннисем çутçанталăк ытамĕнче илемлĕ сăн ÿкер- чĕксем тунă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *