Ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, 10 сехетре, Улатӑрта вырӑс культурин «Звучи, российская глубинка!» Пӗтӗм Раҫҫейри фестивалӗ иртӗ.
Вырӑс наци культурин уявӗнче ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи пултарулӑх коллективӗсен пултарулӑхӗпе паллашма май килӗ.
«Золотой колчан» конкурс та иртӗ. Унта халӑх промыслисен ӑстисен ӗҫӗсемпе паллашма тата туянма май килӗ.
Мероприятие йӗркелекенсенчен пӗри, Чӑваш Енри Вырӑс культурин центрӗн председателӗ Татьяна Ежова палӑртнӑ тӑрӑх, ку вӑл тӗрлӗ наци хушшинчи туслӑха кӑтартса паракан уяв та пулӗ.

