Чӑваш Енри ҫичӗ тухтӑр Раҫҫей ша- йӗнчи конкурсра палӑрнӑ.
«Чи лайӑх терапевт» номинацире пӗрремӗш вырӑна ЧР сывлӑх сыхлавӗн ҫӗнӗ министрӗ Лариса Тарасова тухнӑ, «Чи лайӑх хирург» номинацире Валентин Ворончихин палӑрнӑ.
Иккӗмӗш вырӑна анестезиолог-реаниматологсенчен – Дмитрий Лукоянов, стоматологсенчен – Любовь Гаврилова, виҫҫӗмӗш вырӑна травматолог-ортопедсенчен Юрий Лемаев йышӑннӑ.
Республикӑри онкодиспансерӑн тӗп тухтӑрӗпе Светлана Орловӑпа унӑн ҫумӗ Сергей Алексеев вара ятарлӑ премие тивӗҫнӗ.

