Шуршăлта Космонавтика музейĕн реконструкцийĕ пырать. Пысăк ĕçĕн пĕтĕмĕшле хакĕ _ миллиард ытла тенкĕ.
2027 çулта уçма палăртнă çĕнĕ çурт 4 пин тăваткал метр лаптăк йышăнĕ. Проектра курав залĕсем, планетари, обсерватори, спутниксем пуçтармалли лаборатори, туристсене йышăнмалли кафе пăхса хунă.
Икĕ хутчен Совет Союзĕн Геройĕ Андриян Николаев летчик-космонавт çуралнă ялта туристсене çаплипех хапăл. Экспонатсене вăхăтлăх юнашар çуртра вырнаçтарнă.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев палăртнă тăрăх, çĕнĕ комплекс çулçÿревçĕсене илĕртессипе Раççейре малтисен ретĕнче пулма тивĕç.

