Ҫӗрпӳ районӗнчи пӗр ял хуҫалӑх кооперативӗнче рабочи склад тӑрринчен персе аннӑ.
Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче арҫын склад ҫивиттине сӳтнӗ. Инкек ҫавӑн чухне пулса иртнӗ. 1,8 метр ҫӳллӗшӗнчен ӳксен арҫын суранланса пӗтнӗ тата шӑммине хуҫнӑ.
Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, инкек предприятире ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн правилине пӑхӑнманран сиксе тухнӑ. Арҫыннӑн ятарласа ҫыхӑнмалли хатӗр те пулман.
Пӑтӑрмах тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

