Пятница, 10 апреля, 2026
Главная > Публикации > Тăрăшса ĕçлесен тупăш пулать

Тăрăшса ĕçлесен тупăш пулать


Ял хуçалăх предприятийĕсенче кăçалхи пĕрремĕш çур çулта выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче туса ирттернĕ ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ. Хуçалăхсем тăрăшса ĕçлесе малалла аталанса пыраççĕ. Тĕплĕнрех тишкерер-ха: камсем ĕçе лайăх йĕркелесе пысăк тупăш илме пултарнă, нумай сĕт суса, аш-какай туса илсе палăрнă;
Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта округри ял хуçалăх предприятийĕ- сенче тата хресчен-фермер хуçалăхĕсенче 251,6 тонна ?пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 110,5 процент/ аш-какай туса илнĕ. Чылай хуçалăхсем аш-какай туса илессине ÿстернĕ, çав шутра: «Путь Ленина», «Урюм» ЯХПКсем, Макаров, Николаев хресчен-фермер хуçалăхĕсем тата ыттисем те. Хуçалăхсем чылай чухне вăкăрсене пĕчĕклех сутаççĕ, мĕншĕн тесен вĕсене нумай вăхăт тăрантарса пурăнни тупăш кÿмест. Туса илнĕ аш-какайăн мĕнпур калăпăшĕн 86 проценчĕ _ ĕне выльăх ашĕ, 10 проценчĕ _ кайăк-кĕшĕк ашĕ, ытти аш виçи _ 4 процент.
Асăннă тапхăрта округра пĕтĕмпе 3293,6 тонна сĕт суса илнĕ, ку кăтарту иртнĕ çултинчен кăшт нумайрах ?ун чухне 3283,3 тонна суса илнĕ пулнă/. Киров ячĕллĕ, «Хучель» хуçалăхсенче тăрăшакансем, Никонов, Николаев, Макаров тата Герасимов фермерсем 2024 çулхипе танлаштарсан сăвăм кăтартăвĕсене лайăхлатнă.
Пĕр ĕнерен вăтамран 2849 килограмм сĕт суса илнĕ, пĕлтĕрхи çак тап- хăрти кăтарту _ 2674 килограмм. Чи нумай сĕт суса илекенсем: Николаев хресчен-фермер хуçалăхĕ _ 3884 килограмм, Никонов хресчен-фермер хуçалăхĕ _ 3609 килограмм, Киров ячĕллĕ хуçалăхăн Шăхасанти ферми _ 3551 килограмм. Паянхи кун сĕт-çу рынокĕнчи лару-тăру лайăхах мар: сĕте йÿнĕ хакпа туянаççĕ. Ку вăхăтлăх пулăм, малашне хаксем ÿсессе шансах тăратпăр. Сĕт суса илесси çине выльăх апачĕ мĕнле хатĕрлени тÿрремĕ-нех витĕм кÿрет. Каласа хăвармалла: кăçал пĕлтĕрхинчен пахалăхлăрах утă хатĕрлеççĕ. Çавăнпа та ĕнесен шутне чакарни вырăнсăр, вĕсене ÿстерсе пыма тăрăшмалла. Сĕтрен çеç кашни кун тупăш илме пулать. Çакă ял хуçалăхĕнче тăрăшакансемшĕн, паллах, пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Усă куракан 100 га çĕр пуçне утăн 1-мĕшĕ тĕлне 24,9 центнер ?пĕлтĕр-хи кăтарту _ 18,1 ц/ аш-какай, 258,01 центнер сĕт илнĕ. Чи лайăх кăтартусем Киров ячĕллĕ хуçалăхăн: 35,7 центнер _ аш-какай, 843,0 центнер _ сĕт.
Утăн 1-мĕшĕ тĕлне округра мăйракаллă шултра выльăх 3095 пуç шутланать. Нумай хуçалăх вĕсен шутне чакарман, пĕлтĕрхи шайра хăварнă.
Ĕнесен шучĕ _ 1125 пуç, пĕлтĕр 1225 пуç пулнă. Никонов фермер хуçалăхĕнче ĕне выльăх йышне ÿстерсе пыраççĕ. Паянхи кун нумай ĕне тытакан хуçалăхсенчен, сăмахран, Киров ячĕллĕ ЯХПКран тĕслĕх илме тăрăшмалла, вара сĕтрен çулсерен пысăк тупăш илме пулĕ.
Округра Волынкин хресчен-фермер хуçалăхĕ сурăх ĕрчетес енĕпе ĕçлет. Вăл пĕтĕмпе 214 пуç тытать. Çак отраслĕн продукцине туянакансем чылай, çитĕннĕ сурăхсене те, путексене те ыйтаççĕ.
Пурĕ пĕрле кăçалхи çур çулта 647 пуç пăру илнĕ ?2024 çулта _ 691/. Владимиров, Николаев, Макаров фермерсен ку кăтарту иртнĕ çулхинчен ытларах. Пурĕ кашни 100 ĕне çине 44,3 пуç пăру илнĕ, пĕлтĕрхи кăтарту _ 49,9 пуç. «Урюм» ЯХПКра, Николаев, Макаров, Никонов фермер хуçалăхĕсенче кашни 100 ĕне çине 50 пуç ытла пăру илнĕ.
Мăйракаллă шултра выльăхсем талăкра вăтамран 564 грамм ÿт хушнă ?пĕлтĕр _ 560 грамм/. Чи лайăх кăтартусем Киров ячĕллĕ ЯХПКра, Никонов, Николаев, Герасимов, Семенов фермер ?хресчен/ хуçалăхĕсенче. Эпир хамăр фермăсенчи выльăхсене талăкра 600-шар грамм таран ÿт хуштарма пултартăмăр тăк, çавăн чухне тин выльăх-чĕрлĕх отраслĕ тупăшлă теме пултаратпăр. Пĕтĕмпех апат рационĕнчен тата выльăхсене мĕнле условисенче тытнинчен килет. Апат тутлăхлă, минераллă япаласемпе пуян пулмалла.
Округра выльăх апачĕ хатĕрлесси малалла пырать. Кăçалхи çанталăк питех савăнтармасть. Курăк çÿл- лĕленсе кайнă, ăна çулма иртерех те тухрăмăр. Анчах та çанталăк куллен ку ĕçе тума памасть. Хальхи вăхăтра чылай хуçалăхсенче нумай çул ÿсекен курăксене пĕрремĕш хут çулас ĕçе пĕтерсе пыраççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, утă кирлинчен 90 процент чухлĕ, сенаж _ 50 процент хатĕрленĕ те ĕнтĕ. Хăш-пĕр хуçалăхсем сенаж янтăланă чухне çунтармалли-сĕрмелли материалсене перекетлес тĕллевпе технологие пăсаççĕ. Çапла сенаж мар, силос пулса тухать. Никонов тата Николаев хуçалăхĕсенче çеç сенажа тĕрĕс технологие пăхăнса хатĕр-ленĕ. Çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕнче нумай çул ÿсекен курăксенчен сенаж тумалли йĕрке çинчен пурне те аса илтернĕччĕ.
Выльăхсем симĕс курăк çинче çÿ-ренĕ вăхăтра вĕсен витисене юсамалла, дезинфекци тумалла, шуратмалла. Çуллахи вăхăтра выльăха тăрантарасси йÿнне ларать, çавăнпа та халĕ нумайрах продукци туса илес тесе тăрăшмалла. Выльăха апатлантарнă май тăвар çинчен манмалла мар. Çавăн пекех ĕнесене пăрçа йышши культурăсем, уйрăмах ирхине е çумăр хыççăн, нумай çитермелле мар. Унсăрăн вĕсем кÿпĕнме пултараççĕ.
Паллă ĕнтĕ, выльăх ĕрчетес енĕпе тăрăшса ĕçлекен хуçалăхсем ура çинче çирĕп тăраççĕ. Фермăра ĕçсем кал-кал пырсан хуçалăх экономики те вăй илет, тупăш нумайланать. Ĕçри ăнăçу вара, паллах, хуçалăхра тăрăшакансенчен килет.
Сергей ВАСИЛЬЕВ,
ял хуçалăх пайĕн тĕп
эксперт специалисчĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *