Вторник, 21 апреля, 2026
Главная > Публикации > Уй-хирте — çĕнĕ техника

Уй-хирте — çĕнĕ техника


Канаш тăрăхĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем вырма ĕçне пуçăннă. Кĕрхи культурăсен анисем çине «уй-хир карапĕсемпе» чи малтан «Канмаш» агрофирмăра тăрăшакансем тухнă.
Асăннă хуçалăхра пĕрчĕллĕ культурăсем кăçал 1850 гектар йышăнаççĕ, кĕрхисем çав шутра _ 1000 гектар. Çитĕн- тернĕ тухăçа «Канмашсем» çĕнĕ икĕ «Палессе» комбайнпа пуçтараççĕ. Çакă ĕç хăвăртлăхĕпе унăн пахалăхĕ çине ырă витĕм кÿрет.
Канаш тăрăхĕнче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене кăçал 18988 гектар çинчен пуçтарса кĕртмелле пулĕ, вĕсенчен 5452 гектарĕ _ кĕрхи культурăсем.
Çĕр ĕçченĕсене çĕнĕ тухăçа вăхăтра тата çухатусăр пуçтарса кĕртме ăнăçу сунатпăр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *