Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ канашлура республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăçалхи ултă уйăхри кăтартăвĕсене те тишкернĕ.
Вĕсем – ӳсĕмлĕ. Промышленноç производствин индексĕ 102% танлашнă. Чи ăнăçлă ĕçлекеннисем – компьютерсен, электрон тата оптика хатĕрĕсен отраслĕ, машиностроени, хими… Система йĕркелекен 25 предприяти кăтартăвĕсем иртнĕ çулхи çак тăпхăртинчен пысăкрах.
Ял хуçалăх производстви те 5% ӳснĕ. Çав шутра çăмарта туса илесси уйрăмах нумай хушăннă – 35,5%. Аш-какай туса илесси – 11,2, сĕт суса илесси 3,4% хăпарнă. Строительство отраслĕ те аван ĕçлет. Пурăнмалли 450 пин ытла тăваткал метр çурт-йĕр хута янă – иртнĕ çулхи çак тăпхăртипе шайлаштарсан 110% пулать.
Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсен шучĕ 134 пине çитнĕ. Çак шутра – хăйсем тĕллĕн ĕçлекен 87,4 пин çын. Çак сферăра вăй хуракансен пĕтĕмĕшле йышĕ паян 247 пин çынпа танлашать. Вăтам ĕç укçи çулталăк каяллахинчен палăрмаллах пысăкланнă – мĕн пур муниципалитетра хушăннă. Чи пысăк шалу тӳлекеннисем – çӳлерех асăннă компьютерсен, электрон тата оптика хатĕрĕсен отраслĕ. Информаципе çыхăну, финанспа страховани сферисенче, çавăн пекех тирпейлекен производствăсенче те ĕç укçи аван.
Пĕрремĕш вице-премьер – финанс министрĕ Михаил Ноздряков Бюджета мĕнле пурнăçланипе паллаштарнă май вăл кăçал социаллă политика тăкакĕсем палăрмаллах пысăкланнине палăртнă. Çав шутра ятарлă çар операцине хутшăнакансене, вĕсен çемйисене нумай пулăшнă. Ку тăкаксем 4,2 миллиард тенкĕрен те иртнĕ. Ипотека валли хушма 500 миллион тенкĕ уйăрнă. Тăлăхсене çурт-йĕрпе тивĕçтерме янă укçа та кăçал чылай пысăкрах. Социаллă контракт валли нумайрах тăкакланнă. Çавăн пекех медучрежденисене пурлăхпа тата техникăпа, медиксене шалу тӳлеме ытларах укçа уйăрнă.
Хамăр инф.

