Чӑваш Ене Раҫҫей Федерацийӗн ял хуҫалӑх министрӗ Оксана Лут килнӗ. Вӑл пирӗн республикӑра пӗрре мар пулна-ха, анчах министр пек – пӗрремӗш хут.
Оксана Николаевна Шупашкарти «Пехет» агромаркета уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Ҫавӑн пекех вӑл темиҫе агропромышленноҫ комплексне ҫитсе курнӑ, инновацисене пурнӑҫа кӗртес ыйтусене сӳтсе явнӑ.
Оксана Лут Раҫҫейри ял хуҫалӑх министрӗнче 2024 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен ӗҫлет. Унччен вӑл министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ.

