Воскресенье, 13 сентября, 2026
Главная > Публикации > Ятарлă тытăм туса хурĕç

Ятарлă тытăм туса хурĕç


Федерацин Атăлçи округĕн регионĕсенче «Театрлă Атăлçи» фестиваль çĕнтерÿçисене пулăшу парса тăма ятарлă тытăм туса хураççĕ.
Раççей Президенчĕн Федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ элчи Игорь Комаров пĕлтерĕшлĕ йышăну пирки Чăваш Енре студентсемпе иртнĕ тĕлпулу вăхăтĕнче пĕлтернĕ. Çамрăк актерсем – И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн «Кафедра» студентсен эксперимент пластика театрĕнче выляççĕ. Фестивалĕн VI сезонĕнче вĕсем «Çамрăксен чи лайăх спектаклĕ» номинацире çĕнтернĕ.
Пултарулăх коллективĕн ĕçне Игорь Комаров пысăка хурса хак панă, Антон Чеховăн «Бабы» калавне сцена çине хăйне евĕрлетсе кăларма пултарнине палăртнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *