Ача пăхса ӳстерекенсен тăкакланмалли чылай тупăнать. Студентсен вара укçи-тенки тата сахалрах.
Çавăнпа чылайăшĕ алла диплом илнĕ хыççăн тин çемье çавăрма шухăшлать. «Çемье» наци проекчĕ хута кайнăранпа вара ырă улшăнусем пулса иртрĕç – çĕршыв демографине лайăхлатакансене патшалăх пулăшатех. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнипе ача кĕтекен студенткăсене пулăшу кӳресси вăйланчĕ. Республикăра аслă шкулта вĕренекен 60 ытла çын 100 пин тенкĕлĕх тӳлеве илнĕ те ĕнтĕ.
Хамёр инф?

