Четверг, 17 сентября, 2026
Главная > Публикации > Кăçал иртнĕ çулхинчен пысăкрах тухăç илес шанăç пур

Кăçал иртнĕ çулхинчен пысăкрах тухăç илес шанăç пур

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Елчĕк тăрăхĕнче ĕçлĕ çул çÿревпе пулнă май вырма ĕçĕсемпе паллашнă. Çĕр ĕçченĕсем паянхи кун кĕрхи тулă пуссинче çĕнĕ тухăçа пуçтарса кĕртессипе тимлеççĕ.

Анатолий Петров фермер кĕрхи тулла 214 гектар çинче çитĕнтернĕ, хуçалăхра тăрăшакан комбайнерсем унăн 5 гектарне пуçтарса илнĕ те ĕнтĕ, çак хĕрÿ ĕç малалла пырать. Вăтам тухăç кашни гектартан 45 центнер тухса пырать, çак кăтарту республикăри вăтам кăтартуран пысăкрах. Фермер хуçалăхĕнче ака ĕçĕсене пĕтĕмпе 639 гектар çинче туса ирттернĕ пулнă. Кĕрхисемсĕр пуçне хуçалăхра 292 гектар çинче çурхи культурăсем çитĕнеççĕ, 110 гектар çинче — пăрçа, вика 23 гектар йышăнать.

«Кăçал çанталăк çĕр ĕçченне савăнтарать. Çу тата çĕртме уйăхĕсенчи вăрах çумăрсем çĕре нÿрĕкпе пуянлатрĕç, çакă калчасене вăй илме май пачĕ. Манăн алăра — тулли пучах. Кăçал чăн та пысăк тухăç пуçтарса кĕртес шанăç пур. Енчен те уйра çухатусем пулмасан пÿлмесене хунă тухăç виçи иртнĕ çулхи кăтартуран та иртсе кайма пултарĕ. Çавна май ĕç планĕнче палăртнă кăтартусене тивĕçĕпĕрех», _ палăртнă республика Пуçлăхĕ Олег Николаев аграрисемпе вырма ĕçĕсене сÿтсе явнă май.

Аса илтеретпĕр, пирĕн рес- публикăра вырма утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче старт илнĕ, пуçласа тырă пуссине Çĕрпÿ тăрăхĕн-чи «ВДС» хуçалăх тухнă пулнă. Паянхи кун çитĕнтернĕ тухăçа пуçтарса кĕртессипе кашни округрах тимлеççĕ. Ял хуçалăх ĕçченĕсем çĕнĕ тухăçа 25 пин ытла гектар çинчен пуçтарса кĕртнĕ, çакă иртнĕ çулхи çак тап- хăртинчен 2 пин ытла гектар нумайрах. Аграрисем 103 пин тонна ытла тĕш тырă çапса тĕшĕленĕ. Вăтам тухăç кашни гектартан 40 центнертан та пысăкрах.

Кĕрхи тулла республикăра хальхи вăхăт тĕлне 21 пин ытла гектар çинчен пуçтарса илнĕ. Çĕнĕ тухăçа пуçтарса кĕртессипе Чăваш Енре Çĕрпÿ округĕ малта пырать. Унта 16 пин тонна ытла тырă çапса тĕшĕленĕ, вăтам тухăç гектартан 48 ытла центнер тухса пырать.

Ял хуçалăх ĕçченĕсем пахча çимĕç те пуçтарма тухнă, вĕсем хăяр тата ир пулакан купăста анисем çинче ĕçлеççĕ. Ку енĕпе Красноармейски, Куславкка тата Шупашкар тăрăхĕсенче пурăнакансем хастар. Елчĕк тăрăхĕнче ир пулакан çĕрулми кăлараççĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *