«Пехет» агромаркет кăçал утă уйăхĕн 18-мĕшĕнче Шупашкарти «Каскад» суту-илÿ центрĕнче савăнăçлă лару-тăрура уçăлнă.
Юрăçсем вăл кун концерт кăтартнă, ăсталăх класĕсем ирттернĕ, парнесем выляттарнă, çавăн пекех ачасем валли анимаци те пулнă.
Агромаркетра 4 апатлану вырăнĕ, 8 павильон тата фермерсем валли 76 суту-илÿ точки йĕркеленĕ. Вырăнти производительсем тавар туянакансене аш-какай, сĕт, сырсем, пахча çимĕç, çĕрулми, çăкăр… сĕнеççĕ. Унтах халăх промыслисемпе паллашма тата сувенир продукцийĕ те туянма пулать.
«Пехет» агромаркетра Канаш тăрăхĕнчи Çĕнĕ Шелттем ялĕнче туса кăларнă пыл продукцине, чейпе пылак шывсене те туянма пулать. Хамăр патăмăрти продукци пысăк пахалăх шайĕпе яланах уйрăлса тăнă. Çакна эсир агромаркетра сутакан продукцие туянсан чăннипех те хак пама пултаратăр. «Пехетре» ку таранччен пулман пулсассăн çитсе килме васкăр.

