Суббота, 12 сентября, 2026
Главная > Публикации > Писательсен йышĕ хушăнчĕ

Писательсен йышĕ хушăнчĕ


Çак кунсенче Шупашкарта Чăваш тата Вырăс писателĕсен Союзĕн- че савăнăçлă лару-тăру пулса иртрĕ. Кунта виçĕ кĕнеке авторне, «Канаш ен» хаçатăн çывăх тусне Зоя Павловна Гурьевана тата «Канаш» тата «Канаш ен» хаçатсен редакцийĕсенче 40 çул ĕçленĕ, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин журналисчĕсен Союзĕн сумлă наградисене тивĕçнĕ Василий Степанович Лапина Чăваш тата Вырăс писателĕсен союзне члена илчĕç.
Писательсен Союзĕн правлени председателĕ, Чăваш халăх писателĕ Юхма Мишши пухăннисене члена кĕрекенсен биографийĕпе паллаштарчĕ, вĕсен пултарулăхне пысăк хак пачĕ. Юлашкинчен Зоя Гурьеван «Чĕрене уçса эп патăм» сăввинчен темиçе куплетне пăхмасăр каласа пачĕ. Правлени членĕсем председатель сĕнĕвĕпе килĕшрĕç, Зоя Гурьевана тата Василий Лапина пĕр саслăн пулса Çыравçăсен союзне илчĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *