Воскресенье, 19 апреля, 2026
Главная > Публикации > Сывлăха тĕрĕслеттерни — хамăршăн

Сывлăха тĕрĕслеттерни — хамăршăн


Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнипе хута кайнă «Сывлăх патне утăм» проект республикăра ăнăçлă ĕçлет. Унпа килĕшÿллĕн Канаш тăрăхĕнче ятарлă «Сывлăх пунктчĕ» йĕркеленĕ. Вăл çирĕп- летнĕ графикпа тăтăшах округри ялсене тухса çÿрет.
Нумаях пулмасть тĕллевлĕ проектпа килĕшÿллĕн хăйсен сывлăхне Ямаш ялĕнче пурăнакансем тĕрĕслеттернĕ. Тухтăрсем патне приема икçĕр ытла ял çынни пырса кайнă. Вĕсем юнри холестерин тата сахăр шайне палăртма анализсем панă, ЭКГ тухнă, юн пусăмне, кĕлеткен йывăрăшĕ- пе çÿллĕшне виçтернĕ. Хĕрарăмсем маммографи тĕрĕслевĕ витĕр тухнă, чылай çын флюорографи тутарнă.
«Сывлăх патне утăм» проектпа килĕшÿллĕн тухтăрсем çăвĕпех ялсене тухса çÿрĕç. «Сывлăх пунктĕн-че» хăйсен сывлăхне вара кашниех тĕрĕслеттерме пултарать.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *