Çимĕкре масар çине çитсе килес йăла юлашки çулсенче анлăн сарăлчĕ. Хамăр йăх-несĕле манманни, мăн асатте-асаннепе кукаçи-кукамайăн тата ытти çывăх тăвансен вил тăприйĕсене типтерлĕхре тытса тăни _ лайăх пулăм. Пытармалли çук, çимĕк умĕн субботниксене тухатпăр пулин те масар çинчи хăш-пĕр вил тăпри пур-пĕр илемсĕр тата килĕшÿсĕр тăрса юлать. Чылайăшĕ вĕсенчен ятсăр, йывăç хĕрессем çĕрсе татăлнăран тата тăванĕсем килсе çÿременрен вăл е ку вырăнта камăн тăванĕ ĕмĕрлĕхех канлĕх тупнине те пĕлеес çук. Аслă ÿсĕмри çынсем ялта кама кам хыççăн тата хăш тĕлте пытарнине каласа кăтартма пултарĕç-ха, анчах вĕсем паянхи кун хăйсем те сахалланса юлнă.
Çакăн пек ятсăр вил тăприсем Кивĕ Шелттем ялĕн масарĕ çинче те сахал мар. Вĕсенчен пĕрне вырăнта пурăнакан Воронцовсен çемйи тирпейлесе пăхса тăма йышăну тунă. Унта ялти сумлă çын Иван Герасимович Герасимов ĕмĕрлĕхех канлĕх тупнă. Ăна ял масарне 1951 çулта пытарнă. Вăхăт иртнĕ май хĕрес çĕрсе татăлнă, вил тăпри те чăтлăха путнă. Кая юлса пулин те, 2016 çулта, Николай Николаевич хăйĕн ывăлĕсемпе пĕрле тимĕр хĕрес ăсталаса Иван Герасимовичăн вил тăприйĕ çине вырнаçтарнă. Çак кунсенче, Воронцовсем, ял халăхĕшĕн нумай ырă ĕç тунă маттур çыннăн вил тăприйĕ çинче тепĕр хутчен пулнă. Хальхинче Игорь Николаевич, ятарлă çар операцийĕнчен таврăннă паттăр салтак пуçарнипе, унта тимĕр карта вырнаçтарнă. Вăл Иван Герасимовича тата унпа юнашар выртакан юратнă мăшăрне те хăйĕн хÿттине илнĕ. Воронцовсен çемье пуçне, Николай Николаевича, мĕншĕн вĕсем шăпах çак вил тăприне пысăк тимлĕх уйăрма шут тытнине уçса пама ыйтрăмăр.
_ Тĕрлĕ халăхăн культура шайне пĕлес тесессĕн вĕсен масарĕ çине çитсе курмалла. Ку каларăш тĕрĕсех. Масар чи таса тата сăваплă вырăн шутланать. Юлашки çулсенче унти йĕркелĕхе вырăнти влаç та пăхса тĕрĕслесе тăрать. Çимĕкре масар çине кайса килесси çирĕп йăлана кĕчĕ. Ентешĕмĕрсем кашни çулах çав кун яла çитме васкаççĕ. Пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнă тăван-пĕлĕ- ше, тус-юлташа аса илеççĕ, ял-йышпа тĕл пулаççĕ, шухăш-кăмăлне ирĕке ярса иртни çинчен калаçаççĕ… Паллă ĕнтĕ, вăхăт иртнĕçемĕн вил тăприсем пусăрăнаççĕ, пăхса тăмасассăн çÿп-çаппа витĕнеççĕ, йывăç хĕрессем çĕрсе йăванаççĕ. Иван Герасимович Герасимовăн та вил тăпри çак сăлтава пулах юхăннă. Вăл вара ялти чи хисеплĕ те сумлă тата сăпайлă çын пулнă.
_ Хăвăр ентешĕр çинчен тĕплĕн- рех каласа параймăр-ши;
_ Иван Герасимовăн шăпи тĕлĕнмелле пулăмсемпе çыхăннă. Вăл 1873 çулта Кивĕ Шелттем ялĕнче ĕçчен хресчен çемйинче çуралнă. Ашшĕ, Карачăм, 18 çултах тăлăха юлнă. Унăн ашшĕ, Терентий, ялтан яла çÿ- рекен çĕвĕçе çĕр каçма кĕртнĕ пулнă. Лешĕ, пурте çывăрса кайсан, çемьене вĕлерсе хăварнă. Черетпе выртмана кайнă Карачăм çеç чĕрĕ юлнă. Вырăсла пĕлмен чăваш ачи ялтан тухса кайнă, «Хурăнлă çул» çинче ямшăксемпе паллашса Урал тăвĕ урлă каçса пĕр купса патĕнче ĕçлесе пурăннă.
40 çулсенчи Карачăм тăван яла лайăх тумпа, хура атăпа, вулама-çырма, шутлама вĕренсе таврăннă. Хуçалăха юсама тытăннă. Ашшĕ килĕ вырăнĕнче çĕнĕ çурт лартнă. Сад пахчи ĕрчетсе янă, хурт-хăмăрпа ĕçлеме пуçланă. Çемье çавăрса ача-пăчаллă пулнă. Ывăлĕ Иван тата хĕрĕ Люпак ĕçе хăнăхса ÿснĕ. Иван пыл хурчĕсемпе интересленме пуçланă. Ашшĕпе пĕрле çак кăткăс ĕçĕн вăрттăнлăхĕ- сене алла илсе тунката вĕллерен линейкăллă вĕлле çине куçнă. XIX ĕмĕр вĕçнелле вĕлле хурчĕсен йышĕ 100 яхăн пуçа çитнĕ. Хурт хăмăр ăстисем Çăкăр çырми патĕнчи Кăтăк варта тепĕр пысăк утар уçнă. Вăл вăхăтра вĕлле хурчĕсем çăка пылĕ нумай пуçтарса хатĕрленĕ. Купсасем пыла яла килсе туянса кайнă. Шăратнă карасран чиркÿ çыннисем çурта тунă. Çемье ĕçлесе тупăш илме пĕлнĕ.
Ашшĕ Ивана çителĕксĕр çынсене яланах пулăшса пыма вĕрентнĕ. «Хăв çителĕклĕ пурăнни çеç сахал, нушаллă çемьесене пулăш. Вĕсем те лайăх пурăнччăр», _ тенĕ вăл ывăлне ăса вĕрентсе. Ывăлĕ ашшĕн сăмахĕ- сене чĕре варринех илнĕ. Хăйĕн укçипе ял халăхне хутла вĕрентме шкул çĕкленĕ. Чăваш Тимеш ялĕнчен çăка пура, мăк, хăмасем турттарса килнĕ. Шкул çуртне икĕ çырма хушшинче, усă курмасăр выртакан çĕр лаптăкĕ çинче хăпартса лартнă. Тепĕр пурине Хурамал ялĕнчен илсе килсе вĕрентекен валли çурт хатĕрленĕ. Мĕн пур ĕçе ял халăхĕ ниме туса пурнăçланă. 1902 çулта Василий Ильич Ильин шкулта ĕçлеме пуçланă. Ăна кунта Сиккасси чиркĕвĕ янă. Вĕрентекене те, шкула пăхса тирпейлесе тăракана та Иван Герасимович хăй шалу тÿлесе тăнă. Шкул валли вуттине те хăех хатĕрлесе панă. Çакăншăн ăна патша правительстви 2 медаль парса чысланă.
_ Тата мĕнле ырă ĕçсемпе палăрнă-ха Иван Герасимович;
_ Вăл ял халăхĕ валли чăнласах та нумай ĕç тунă. Лашасем шăвармалли ятарлă вырăн хатĕрленĕ. Тăватă хăлаç тăршшĕ 200 çулхи юман ăшне çунтарса, пуллепе чавса такана ăсталанă. Унта çăл куç шывĕ юхса кĕнĕ. Ытлашши шыв тепĕр енчен юхса тăнă, хĕллехи сивĕре те шăнман.
Инкек-синкек сиксе тухсан та ял çыннисене яланах пулăшма васканă. Пушар шар кăтартнисене укçан пулăшнă. Ялта çын вилсен асăнма пыл панă.
Хăй мĕн пĕлнине çынсене вĕрентме тăрăшнă. Нумайăшĕ унран хурт-хăмăр тытма вĕреннĕ. Çав вăхăтри утар ячĕсем паянхи кунчченех сыхланса юлнă: Антун утарĕ, Христун утарĕ, Максим Захарч утарĕ, Шăвăç Пракки утарĕ, Шăвăç Ванькки утарĕ, Мĕкĕ-те старик утарĕ, Измайлов Макçăм утарĕ, Захар утарĕ тата ытти те.
Иван Герасимович кĕнекесемпе питĕ интересленнĕ. Туяннă, вуланă, мĕн вуласа пĕлнине ыттисемпе сÿт-се явнă. Унăн пĕр кĕнеки пирĕн килти архивра паянхи кунта упранать. 1920 çулта пичетленнĕскер «Пыл хурчĕсене усрассипе ăнтарасси çинчен» ятлă. Ентешĕмĕрĕн ăш пиллĕ ĕçĕсем çинчен нумай-нумай çырма пулать.
Шел пулин те, пурнăçра тĕрлĕрен пăтăрмах сиксе тухать. Самана улшăнать… Пĕрремĕш тĕнче вăрçи, революци, Граждан вăрçи, 1921 çулхи выçлăх çулĕсем. Мĕн кăна тÿссе ирттермен пулĕ халăх. Выçлăх çулĕсенче Иван Герасимович Макçăм ятлă ывăлне халăх валли тырă туянма тĕнчене кăларса ярать. Анчах та лешĕ тиф чирĕпе чирлесе килет те вăхăтсăр çĕре кĕрет. 30-мĕш çулсем… Колхозсем чăмăртанма пуçлаççĕ. Ялта 9 çынран чухăнсен комитетне туса хураççĕ. Çак ушкăн ялта çителĕк- лĕрех пурăнакан 4 çемьене кулак тесе палăртать, вĕсене Златоуст хули енне ăсатаççĕ. Çак йыша Иван Герасимович çемйи те лекет.
Кулак тесе ялтан кăларса янă çемьесем ялта чи ĕçчен те тăрăшуллисем пулнă. Вĕсем мĕн пур ĕçе хăйсем тунă, тарçă тытман, никама та пусмăрламан, хуçалăхĕсене хăйсен вăйĕпе тытса пынă. Апла пулин те çак çынсен пурлăхне туртса илсе салат- нă. Чухăнсен комитечĕ пархатарлă ĕçĕсемшĕн ялти маттур та сăпайлă çынна та çапла майпах «тав тунă».
_ Малаллахи шăпи унăн еплерех çаврăнса тухнă-ши;
_ Аякра çулталăк тертленсе нушаланнă хыççăн вĕсем яла таврăннă. Мунча пек пÿрт лартнă. Кулак йышне кĕртнисене колхоза илмен, инхоз тесе вĕсене çĕр те паман.
1932 çулта Иван Герасимович ялпа пĕрле çунса кайнă. Каллех пÿрт-çуртсăр тăрса юлнă. 1941 çулта вăрçă тухас умĕн тепĕр ывăлĕ Мĕтри чирлесе вилнĕ. 1942 çулта Ленинград çывăхĕнче мăнукĕ Трофим пуçне хунă. Иван Герасимович Тарье кинĕ-пе тата кĕçĕн мăнукĕпе тăрса юлнă.
76 çулти старик тăрăшнипе ялта çĕнĕ масар уçма аран-аран ирĕк илеççĕ. 1949 çулхи хура кĕркунне Ксенофонт Иванович Кузьмина масар пуçлăхĕ тăваççĕ. 1951 çулта Иван Герасимович ĕмĕрлĕхех куçне хупать. Ăна çĕнĕ масара пытарса йывăç хĕрес лартаççĕ. Чылай çул иртнĕ май çак вил тăпри чăтлăха путать.
Паянхи кун вил тăпри çинче тимĕр хĕрес ларать. Унăн тавра _ тимĕр карта. Кашни çимĕк умĕн Воронцов- сем ăна тасатса йĕркене кĕртеççĕ. Вырăнта пурăнакансем хăй вăхăтĕнче ырă ĕçсем тунă маттур çынна нихăçан та манса ан кайччăр, унăн вил тăп-рийĕ çинче яланах чечек ешертĕр тесе тăрăшаççĕ. Халăхшăн пархатарлă ĕçсем тунă çынсен сăнарĕсене ĕмĕр-ĕмĕр чĕресенче упрасчĕ.
Артемий МЯСНИКОВ
калаçнă

