Четверг, 17 сентября, 2026
Главная > Публикации > Чăваш Енре вăрман пушарĕсене çĕнĕлле пăхса тăраççĕ

Чăваш Енре вăрман пушарĕсене çĕнĕлле пăхса тăраççĕ


«Экологи ырлăхĕ» наци прекчĕн витĕмне кĕрекен «Вăрмансене сыхласа хăварасси» федераци проекчĕн тĕллевĕсенчен пĕри — вăрман пушарĕсен лаптăкне чакарасси. Çак çитĕнÿ патне çитес тĕллевпе вăрман ĕçченĕсем хăйсен кулленхи ĕçне çĕнĕ технологисем те кĕртсе пыраççĕ.
Паянхи кун вăрмансенчи лару-тăрăва пăхса тăма 11 видеокамера пулăшать. Вĕсем тĕтĕм тухнине автомат мелĕпе асăрхаса дежурнăя инкек çинчен систерме пултараççĕ. Çийĕнчех тивĕçлĕ мерăсем йышăнни вут-кăвар сиен кÿ-ме пултаракан лаптăка палăрмаллах чакарма май парать.
Вăрманçăсене йывăç хунава пушартан сыхлама пилотсăр вĕçев хатĕрĕсем те пысăк пулăшу кÿреççĕ. Тĕллевлĕ наци проекчĕ- пе килшÿллĕн Чăваш Ен валли çакнашкал 11 БПЛА туяннă. Тепĕр виçĕ вĕçев хатĕрне пирĕн республикăна çулталăк вĕçлениччен илсе килмелле.
БПЛАсемпе усă курма вăрман хуçалăхĕн ĕçченĕсене 2023 çултанпах вĕрентсе пыраççĕ. Хальхи вăхăт тĕлне вĕсене 55 çын вĕçтерме пĕлет. Çак кунсенче Канашри лесничествăра черетлĕ тепĕр вĕренÿ иртнĕ, унăн ĕçне Чăваш Енри МЧС представителĕсем те хутшăннă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *