Пурнăçра йĕр хăвармасăр иртмеççĕ вĕсем. Нихăçан асран тухас çук пĕр класра вĕреннисем. Çулсем иртнĕçемĕн çак тунсăх вăйлăрах палăрать, ачалăхри тата çамрăклăхри самантсем ытларах куç умне тухса тăраççĕ. Пĕрремĕш хут парта хушшине ларни, алла ручка-карандаш тытни, сас паллисем çырма вĕренни, пĕрре çумне пĕрре хушни… Йăлтах ĕнер кăна пулнă пек. Мăкăрти сакăр çул вĕренмелли шкултан 43 çул каялла пĕр класра вĕренсе тухнă тантăшсем тăван ялти культура керменĕнче тĕл пулчĕç. Культура ĕçченĕ Вероника Иванова тин çеç юсаса çĕнетнĕ керменте хăнасене тарават тата кăмллăн, чăваш юрри-ташшипе кĕтсе илчĕ.
Чăнах та, ăçта-ши вăл пуçламăшсен пуçламăшĕ; Пĕр хурав çеç — пĕтĕмпех ачалăхра, тăван килте, шкулта. Çулсем иртеççĕ, пурнăç урапи пĕр чарăнмасăр малалла ыткăнать.
Шкулта вĕреннĕ тапхăра тĕлĕк-ри пек çеç йăл кулса аса илетпĕр. Анчах та шкул хыççăнхи çĕнĕ пурнăç вăхăтне вара шухăша кайса тимлетпĕр. Шкулта парта хушшинче пĕлÿ тĕнчине шĕкĕлчеме тытăннă çĕрте, паллах, пĕрремĕш учителĕн тÿпи пысăк.
Пирĕн вара çирĕп вĕрентекен – Анна Ивановна Михайлова пулнă. Пуçламăш класра 12 арçын ачапа 12 хĕрачана пĕлÿ тĕнчипе илсе пыма тытăннă. Класри арçын ачасен спорт вăййисем вылясси малти вырăнтаччĕ. Акă паян та вĕсем ачалăха аса илсе клуб çумĕнчи стадионра тĕрлĕ спорт вăййи вылярĕç. Хĕрачасем çуллахи каникулта тăван клхозра вăй хуратчĕç, кишĕр-кăшман çитĕнтерме пулăшатчĕç. Çулсем иртнĕ май кашниех хăйĕн вырăнне тупса килĕшекен професси суйларĕç. Пурнăç çулĕ, шел те, пĕр тикĕс килмест. Пĕр класра вĕреннисем пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă тантăшĕсене аса илсе хăварчĕç.
Чылай çул иртсен те ачалăхри туслăха упраса хăварма пултарни пурне те савăнтарать.
Вероника ИВАНОВА

