Четверг, 10 сентября, 2026
Главная > Публикации > Çеçпĕл ялне — 505 çул

Çеçпĕл ялне — 505 çул

Юлашки вăхăтра хамăр несĕлĕмĕрсен йăли-йĕркине тытса пырас тесе Чăваш Республикинчи кашни муниципаллă округрах ял уявĕсем иртеççĕ. Кăçалхи çул Çеçпĕл ялне 505 çул çитнĕ май эпир те çак уява паллă тăвас терĕмĕр.

Тăван ялăм – юратни,

Тăван ялăм – чи ырри.

Пĕтĕм тĕнче хушшинче

Çук-çке санран чиперри.

Çак сăмахсемпе пуçларăмăр эпир, ертсе пыракансем, хамăрăн ял уявне хисеплĕ ял-йыша тата килнĕ хăнасене ырă кун сунса.

Уяв ячĕпе саламлама Канаш муниципаллă округĕн ертÿçин пĕрремĕш çумĕ В.Н. Захаров тата Канаш муниципаллă округĕн депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Н.П. Викторов тата пирĕн ентеш журналист-публицист Л.И. Филиппова килсе çитнĕ. Вĕсене мĕн ĕлĕкрен пыракан йăла-йĕркепе çăкăр-тăварпа кĕтсе илтĕмĕр.

Илемлĕ чăваш тумĕ тăхăннă каччăсемпе хĕрсем, ача-пăча, уява пухăннисем пурте пĕрле Çеçпĕлти культура çурчĕ умĕнчи лапама вăйă картине тухса «Урам аякки кăвак çеçке» юрра шăрантарчĕç. Унтан Çеçпĕл ял тăрăхĕн Гимне «Кăвар чĕре» ушкăн янăратрĕ, сăмахĕсене Лидия Филиппова çырнă.

Ял уявĕпе Çеçпĕл ял территори пайĕн ертÿçи А.Л. Ананьев саламларĕ. Районтан килнĕ сумлă хăнасем те салам сăмахĕсем каларĕç. Вĕсем пурте уява хутшăнакансене çирĕп сывлăх, савăк кăмăл-туйăм, çутă ĕмĕтсем, мирлĕ тÿпе сунчĕç. Çеçпĕл çыннисене ял аталăнăвĕнче пысăк пулăшу кÿнĕшĕн тата ял пурнаçĕнче активлă хутшăннăшăн Тав хучĕсем тата асăнмалăх парнесем парса чысларĕç.

Тăван ялăм, савнă тăван ялăм Шĕкĕр… Касакасси-Шĕкĕр, Уйпуç-Шĕкĕр. Хăçан тата мĕнле пуçланса кайнă-ха пирĕн ял;

Унăн историйĕпе Çеçпĕл шкулĕнче ĕçлекен, Чăваш Рес- публикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ тата Раççей Федерацийĕн вăтам пĕлÿн хисеплĕ ĕçченĕ А.Я. Петров паллаштарчĕ.

_ Кашни ял çинчен мĕнле пуçланса кайни авалхи документсем çинче сыхланса юлнă. Хусан университечĕн профессорĕ А. Артемьев 1859 çулта Хусан кĕпĕрнинчи ялсен списокне хатĕрленĕ, унта Уйпуçа тата Касакассине Аслă Сител выççăлкисене паллă тунă. Тепĕр документ та пур, чăваш академикĕн В.Д. Дмитриевăн статьинче «Земельный документ времен казанского хана Сафа-Гирея» палăртнă тăрăх, 1704 çулта пĕрремĕш хут Сител Чĕмпĕр çĕр кантурне кĕнине палăртать. Çакăнта та вăл палăрт- нă Уйпуç çĕрĕ çинчен.

Пирĕн кÿршĕри Сител ялĕ таврари чи ватă ялсенчен пĕри. Сител ялĕ çын ячĕнчен пуçланса кайнă. Уйпуç ялне Вĕлтрен ĕшни пуçĕнче пурăнма тытăннă Шĕкĕр ятлă çын никĕсленĕ, вăл Сител ывăлĕ пулнă. Уйпуç тени мĕне пĕлтерет-ха; Ученăйсем палăртнă тăрăх «аслă çĕр хуçи» тенине пĕлтерет.

1504-1505 çулсенче вырăс çарĕсемпе тутар çарĕсем хушшинче хаяр çапăçу пулса иртет. Унта Сител Махамед Эминь хана самаях пулăшнă. Хан указĕ тăрăх Сител çыннисене çак пулăшушăн çĕрсем уйăрса панă. Шĕкĕре ашшĕнчен, Сителтен, çĕр юлнă. Ăна сыхласа хăварас тесе унăн хан патĕнче службăра тăмалла пулнă, çарта лайăх тăнăшăн çак çĕре ĕмĕрлĕхех Шĕкĕр йăхне параççĕ. Авалхи чăвашсем налук тÿлес вырăнне хăйсене çарта кăтартса тивĕç панă, вĕсене «исник» тесе палăртаççĕ ?казак тенине пĕлтерет/. Çавăнтан пуçланса кайнă та Касакасси ялĕ.

1796 çулта çĕр касни тăрăх Шĕкĕр ялĕн пуçламăшĕ Уйпуç шутланать. Вăл Малтикассинчен маларах пуçланса кайнă. 1707 çулта Шĕкĕрте 25 хуçалăх шутланнă. 4 хуçалăхри кашни çыннăн хушамачĕ – Казаков. Çитменнине тата 3 ялĕ те пĕр ял шутланнă.

1930-мĕш çулсенче колхозсем йĕркелеме пуçланă. Çав çулсенчех пĕрремĕш трактор яла килнĕ. 3 колхоз пулнă: Уйпуç Шĕкĕр ялĕ _ «Новый путь» колхоз шутланнă, Касакасси – «Акатуй», Малтикас ялĕ – «Красный пахарь».

1952-1954-мĕш çулсенче 3 ял пĕр колхоза пĕрлешсе Мичурин ячĕпе хисепленекен колхоз пулса тăнă. 1956-мĕш çулта çак колхоза Матьшÿ ялĕ те кĕнĕ. Пĕрлешнĕ колхоза «Звезда» ят панă.

1969 çулта Шĕкĕр ялне Çеçпĕл теме пуçланă ?Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 70 çул тултарсан/. Çак ялсем пĕрле «Çеçпĕл Мишши ячĕпе хисепленекен колхоз» пулса тăнă». 1999 çулта Çеçпĕл тăрăхĕнче пирĕн ентешĕмĕр çуралнăранпа 100 çул тултарнă тĕле «Çеçпĕл Мишшин тăван енĕ» республикăра пĕрремĕш асăну комплексĕ уçăлнă, – кĕскен каласа пачĕ Александр Яковлевич.

Ял илемĕшĕн, ял пуласлăхĕшĕн эпир кашниех яваплă. Тăван ял пире пурнăç парнеленĕ, хай сĕткенĕпе ура çине çĕкленĕ, аякри çула ыр сунса ăсатнă, яланах хапăл туса кĕтсе илнĕ. Йывăр самантра ун ăшши пире вай-хал парса тăрать. Тă- ван ял аталанса пытăр тесе тăрăшакансем Çеçпĕлте сахал мар. Вĕсен ячĕпе нумай ырă сăмах янăрарĕ.

Уявра ялти чи аслă çынсене, сумлă юбилярсене саламларĕç. Вĕсем çаксем: Викторова Зоя Ивановна, Михайлов Иван Михайлович, Волкова Любовь Филипповна, Андреева Тамара Ивановна, Иванова Серафима Ивановна.

Нумай çул пĕрле мăшăрпа килĕштерсе пурăнса ачисене тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине тăратнă чи сумлă çемьесем те сахал мар ялта. Кăçал «ылтăн туй» паллă тăвакан çемьесем _ Ефимовсем Владимир Ильичпа Зинаида Васильевна, Григорьевсем Александр Николаевичпа Мария Ивановна, Ивановсем Петр Александровичпа Фаина Ювенальевна. Вĕсене малалла та пĕр-пĕрне юратса, хисеплесе, пулăшса, тĕрлĕ тумхахсене çĕнтерсе пыма сунчĕç.

Нумай ачаллă çемьесене, кăçал çемьене килнисене _ чи çамрăк ачасене тата çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче пĕрремĕш хут шкула каякана та манса хăварман. Çавăн пекех «Ялти чи илемлĕ кил-çурт» конкурса пĕтĕмлетсе чи маттуррисене парнесем парса хавхалантарчĕç. Çĕнтерÿçĕ-сем çаксем: пĕрремĕш вырăн – Васильевсем, Крупский урамĕ, 13-мĕш çурт; иккĕмĕш вырăн – Николаевсем, Крупский урамĕ, 11-мĕш çурт; виççĕмĕш вырăн – Ивановсем, Çеçпĕл урамĕ, 51-мĕш çурт.

Халĕ ирттерекен пĕр мероприятире те мобилизаципе ятарлă çар операцине хутшăннисене асăнмасăр ирттермеççĕ. Çĕршыва хÿтĕлекенсем пулмасан эпир çапла уявсем те ирттерейместпĕр. Паян хăйсен пурнăçне шеллемесĕр çĕршыва хÿтĕлекенсем умĕнче эпир кашни парăмлă. Ырă та сывă таврăнмалла пултăрччĕ пурин те çемйине, мăшăрĕ, ачисемпе ашшĕ-амăшĕ патне. Çеçпĕл-сем те паттăрсене ятран асăнса ашшĕ-амăшĕ урлă тав турĕç.

Уяв, паллах, ташă-юрăпа илемлĕ. Çеçпĕлти культура çурчĕ çумĕнчи «Шĕкĕр» тата «Кăвар чĕре» ушкăнсем, шкул ачисен ташă ушкăнĕ хăйсен пултаруллăхĕпе савăнтарчĕç.

Уйрăмах Сухайкассинчен килсе çитнĕ ушкăна ял-йыш питĕ хапăл туса кĕтсе илчĕ. Вĕсем «Любовь и голуби» кинофильм- ри сыпăка тата кашăксемпе выляса кăмăла çĕклерĕç.

Спорт мероприятийĕсен программине ачасем хушшинче чупассине, вырăнтан тăршшĕне икĕ урапа сикессине, кире пуканĕ йăтассине, дартс вăййине тата ыттисене те кĕртнĕ. Мала тухакансемпе çĕнтерÿçĕсем дипломсемпе парнесене тивĕçрĕç.

Уяв иртекен лапамра курмалли пайтах пулчĕ. Ал ăстисем хатĕрленĕ куравсенчен пуçласа суту-илÿ лавккисем таранах, ачасене савăнмашкăн батут та, чукун çул та вырнаçтарнă. Çавăн пекех çуллахи библиотека та ĕçлерĕ. Кунта çамрăк вулавçăсем уçă сывлăшра, сулхăнра тĕрлĕрен илĕртекен кĕнекесем вуласа киленме тата вăйăсем выляма пултарчĕç.

Акă таврана тутлă шÿрпе шăрши те сарăлчĕ. Ăна çавăнтах пысăк хуранпа пĕçерчĕç. Касакасси хĕрĕсем _ М. Маняхина, Л. Порфирьева, Л. Васильева, Н. Александрова – пурне те сĕтел хушшинче чăвашсен апат-çимĕçĕпе хăналарĕç. Уява ирттерессипе тăрăшнă йĕркелÿ ушкăнне питĕ пысăк тавтапуç. Яланах çапла туслă пурăнар, çеçпĕлсем!

Уяв савăк дискотекăпа вĕçленчĕ.

Галина ШАДРОВА

Çеçпĕл ялĕн

вулавăш ертÿçи

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *