Воскресенье, 13 сентября, 2026
Главная > Публикации > Амӑшӗн сӗчӗ сиплӗ те тутлӑ

Амӑшӗн сӗчӗ сиплӗ те тутлӑ


Ҫурла уйӑхӗн пӗрремӗш эрни – Пӗтӗм тӗнчери кӑкӑр ӗмӗртмелли эрне.
Пепке ҫут тӗнчене килсен уншӑн кӑкӑр сӗтӗнчен усӑллӑраххи, тутлӑраххи нимӗн те пулма пултараймасть. Амӑшӗн сӗчӗ ачана инфекцирен, аллергирен сыхлать, харпӑр иммунитетне йӗркелеме пулӑшать. Сӗтре ачан организмне аталанма пулӑшакан 500 ытла тӗрлӗ тутлахлӑ элемент пур. Тата кӑкӑр ҫитерни тӑкаклӑ мар, вӑл ҫемье бюджетне перекетлеме май парать.
Ача кӑкӑр лайӑх ҫитӗр тесен ӑна ҫуралсанах малтанхи сехетрех кӑкӑр ҫумне тытмалла. Икӗ сехетрен кая мар медперсоналӑн сӑнаса тӑмалла. Искусствӑллӑ сӗт хутӑшӗ, сӗт памалла мар. Амӑшӗпе пепкен талӑкӗпех пӗрле пулмалла. Ачана кӑкӑр ҫумне тӗрӗс хумалла, ҫакна медицина ӗсченӗсен хӗрарӑма амӑшӗ пулма хатӗрленнӗ чухнех вӗрентмелле.
Кӑкӑр ҫитерни пепкешӗн кӑна мар, амӑшӗшӗн те усӑллӑ. Амӑшӗ ача ҫуратнӑ хыҫҫӑн хӑвӑртрах йӗркеленсе ҫитет. Пӗрремӗш хут кӑкӑр ҫумне тытнӑ чухне хӗрарӑмӑн амӑш туйӑмӗ ҫуралать. Больницӑран тухсан амӑшӗсем сӗт ҫитет-ши тесе пӑшӑрханаҫҫӗ. Ҫакна асра тытмалла – пепке йени вӑл выҫӑ пулнине пӗлтермест, унӑн ӑшчиккинче каскаласа илни те, ыратни те пулма пултарать, ҫакӑ лару-тӑру улшӑннипе, ӑшӑ е сивӗ пулнипе те ҫыхӑнма пултарать.
Пепкешӗн кӑкӑр сӗчӗ ҫителӗклӗ пулнине ҫапла пӗлме пулать: ача ÿт хушать (уйӑхра 500 граммран кая мар е кашни эрнере 125 грамм); талӑкра темиҫе хутчен тула тухать (10-12 хут-ран кая мар, шӑк ҫутӑ тӗслӗ, шӑршӑсӑр). Кӑкӑр тулни, ыратса илни е урӑх туйӑмсем сӗт виҫине кӑтартмаҫҫӗ. Пепке ҫисе тӑранаймасть тӗк ӑна тÿрех хушма апат памалла мар. Малтан вӑл мӗншӗн тӑранманнине пӗлмелле. Сӗт ҫителӗклӗ пулин те хӑш-пӗр «кахал пепкесем» хӑвӑрт ывӑнаҫҫӗ, кӑкӑр хыпасшӑн мар. Ҫакнашкал ачасене кӑкӑр сӗтне суса ҫитермелле. Кӑкӑр ҫитерессине малтанах тӗрӗс йӗркелесен каярахпа амӑшӗн нимӗнле йывӑрлӑх та, чӑрмав та пулмасть.
Лидия Патшина,
районти тӗп больницӑн
ача-пӑча тухтӑрӗ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *