Воскресенье, 12 апреля, 2026
Главная > Публикации > Вĕренÿрен пушă вхăтра

Вĕренÿрен пушă вхăтра


Канашри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр вĕренÿрен пушă вăхăтра укçа ĕçлесе илмешкĕн хамăр тăрăхри 27 шкул ачине вăхăтлăх ĕç тупса панă. Вĕсенчен 17-шĕ хăйсен пурнăçĕнче пуçласа ĕçе тухнă.
Çамрăксене «Транспортник» пĕрлĕх ĕçе явăçтарнă. Вĕсем Канаш хулинчи парк территорийĕсене тата хула çыннисен кану вырăнĕсене йĕркене кĕртеççĕ.
Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ертÿçи Людмила Любова пĕлтернĕ тăрăх, предприяти çула çитмен çамрăксене, ĕçленĕ сехетсене кура, МРОТра палăртнă ?22440 тенкĕ/ виçерен кая мар ĕç укçи тÿлесе пырать. Унсăр пуçне кадрсен центрĕ шкул ачисене хăй енчен 2646 тенкĕлĕх хушма тÿлев парса хавхалантарать.
Çулталăк вĕçĕччен вĕренÿрен пушă вăхăтра кадрсен центрĕ урлă Канашри çула çитмен тата 73 çамрăк укçа ĕçлесе илме пултарĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *