Раççейĕн тĕрленĕ карттин музейĕ уçăлнăранпа унта 20 пин çын килсе курнă.
Çак йышра – çĕршыври 26 регионта пурăнакансем, Калининградран пуçласа Петропавловск-Камчатский хули таранах.
Музей регион ертÿçи Олег Николаев пуçарăвĕпе кăçалхи çу уйăхĕнче Шупашкарта уçăлнăччĕ.
Çак тапхăрта унта 160 экскурси, ачасем валли 30 заняти йĕркеленĕ.
Музея Пушкин карттипе те çитсе курма пулать. Вăл кашни кун, тунтикунсăр пуçне, ĕçлет.
Эсир Раççейĕн тĕрленĕ карттин музейĕнче пулса курнă-и?

