«Çĕрпÿ» волонтерсен ушкăнĕ салтаксем валли 1 пин порци типĕ яшка хатĕрленĕ.
Асăннă ушкăнра – Çĕрпÿ тăрăхĕнчи Çырмапуç, Михайловка, Апакасси тата Çĕрпÿ территори уйрăмне кĕрекен ялсенчи хастарсем. Ăна Надежда Афанасьева ертсе пырать.
Волонтерсем халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центрăн столовăйĕнче пухăнса пахча çимĕç, какай типĕтнĕ.
Унтан рассольник, купăста, пăрçа тата вермишель яшки хатĕрленĕ.
Салтаксем патне 1 пин порци ăсатнă. Хутаçсем çине «Çĕрпÿ яшки» тесе çырнă.

