Суббота, 15 августа, 2026
Главная > Публикации > Субботник иртрĕ

Субботник иртрĕ


Кашни ялтах ял çыннисемшĕн кăмăла çывăх вырăнсем пур. Вĕсем Çĕнĕ Чалкасси ялĕнче пурăнакансемшĕн те çук мар паллах. Мĕн авалтанах çак çăлкуçа ял халăхĕ тăмпус тесе ят панă. Кунта çĕр айĕнчен таса та сиплĕ шыв юхса тăрать. Ăна ял çыннисем пăрăх хурса вăрăм пысăк валашкасем çине юхса тăмалла тунă. Килен-каян хăнасем те унăн сиплĕ шывне ĕçсе киленеççĕ.
Колхозсем пулнă вăхăтра ял урамĕсене, çав шутра тăмпус вырăнне те, бригадир колхозниксене тасаттарнă. Вăхăт иртнĕ çемĕн çак йăла-йĕрке манăçа тухрĕ. Тăмпус вырăнĕ те çум курăкпа, вĕтлĕх йывăçсемпе ÿс-се ларчĕ.
Ял активĕ çак вырăна субботник туса йĕркене кĕртрĕ. Субботнике хутшăнакансем кам пăчкăпа, çавапа, кĕреплепе, сенĕкпе те тăрăшса ĕçлерĕç.
Пархатарлă ĕçшĕн пурне те пысăк тав.
Ольга ТЕРЕНТЬЕВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *