Мускав политехника институчӗн Шупашкарти филиалӗнче вӗренекен Даниил Бровкин Атӑлҫи федераци округӗнче иртекен «иВолга» ҫамрӑксен форумне хутшӑннӑ.
Вӑл форумра – чи хастаррисенчен пӗри пулнӑ. Куншӑн ӑна хаклӑ парнепе хавхалантарнӑ. Даниил Сколковӑри акселераторта вӗренме пултарӗ. Вӗренӳ сертификачӗ 100 пин тенкӗпе танлашать.

