Вторник, 8 сентября, 2026
Главная > Публикации > Хулан юбилей кунĕнче «Паттăрсен аллейи» уçăлнă

Хулан юбилей кунĕнче «Паттăрсен аллейи» уçăлнă

Хула кунĕнче Канашра пĕлтерĕшлĕ чылай объект хута кайнă. Вĕсенчен пĕри _ Афганецсен скверĕнчи «Паттăрсен аллейи». Ăна канашсем ниме бюджечĕн вăйĕ-пе тунă.

Çак аллейăна Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ паттăрсен ятне асăнса йĕркеленĕ. Унта çĕршыв интересĕсене Çĕр чăмăрĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче тата тĕрлĕ тапхăрта хÿтĕленĕ ентешсене халалласа асăну хăмисем вырнаçтарнă. Çапăçу хирĕнче пуçне хунă кашни салтак асра тата хисепре. Вĕсен ячĕсене канашсем ĕмĕр-ĕмĕр чĕрисенче упрĕç, асăну хăми умне пырса сума сăвĕç, тав сăмахĕ калĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *