Хула кунĕпе «Иванушки International» ушкăн саламлĕ.
Шупашкарăн 556-мĕш çуралнă кунĕпе çыхăннă мероприятисем çурла уйăхĕн 16-17-мĕшĕсенче иртĕç.
Тĕп хулара пуçласа 60-70-мĕш çулсен ретроспективи иртĕ. «Атăл çинчи джаз», «Шупашкар çемйи» фестивальсем йĕркелĕç.
Юрă уйĕнче тата Хĕрлĕ лапамра спорт тата музыка мероприятийĕсем ирттерме палăртнă.
Çурлан 17-мĕшĕнче 21 сехетре Хĕрлĕ лапамри сцена çине «Иванушки International» ушкăн тухĕ.

