Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Андрей Макушева регионăн ял хуçалăх министрĕ пулма çирĕп-летнĕ. Вăл министр çеç мар, Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ те пулĕ. Çакăн çинчен калакан Хушăва Олег Алексеевич çурла уйăхĕн 6-мĕшĕнче алă пуснă.
Андрей Евгеньевич _ Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Аграри отраслĕн- че вăл 13 çул ытла ĕçлет. Маларах вăл «Приволжское» вĕренÿ хуçалăхĕн директорĕ пулнă, унтан Чăваш аграри университетне ертсе пынă.
«Эпир правительствăн ĕçĕ-хĕлĕпе структурине корректировкăсем кĕртес енĕпе пысăк ĕç туса ирттеретпĕр. Сирĕн паха ĕç опытне, ял хуçалăх аталанăвĕшĕн çине тăрса ĕçленине тата пысăк потенциала шута илнĕ май сире Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ пулма çирĕплететĕп, ведомствона тата ятарлă службăсене ертсе пыма шанатăп. Эсир Чăваш Енĕн аграри секторĕн пахалăх шайне ÿстерес енĕпе пуçарнă ĕçе малашне те тивĕçлĕ шайра тытса пырассине иккĕленместĕп», _ палăртнă Олег Николаев.

