Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара ҫыхӑнтаракан 60-мӗш троллейбус ҫӳреме пуҫланӑ.
Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкартан (пӗрремӗш рейс – 4:53, юлашки – 22:48 сехетре) ҫула тухать. Шупашкартан (пӗрремӗш рейс – 05:02, юлашки – 22:42 сехетре) тапранать. Маршрут хӑш урамсемпе кайнине интернетра паллашма пулать.

