Понедельник, 10 августа, 2026
Главная > Публикации > Вăрмана кĕрессинчен тытăнса тăрăр

Вăрмана кĕрессинчен тытăнса тăрăр


Çу кунĕсенче, çанталăк шăрăх тăнă вăхăтра, вăрман хуралĕнче тăрăшакансем канăçлăха çухатаççĕ. Массăллă информаци хатĕрĕсем унта та кунта вăрман пушарĕ алхасни çинчен пĕлтерни вара сисчевлĕхе пушшех те ÿстерме хистет.
Чăваш Республикинчи Çут çанталăк министерствин тытăмĕнчи «Вăрман хуралĕ» хысна учрежденийĕн Канашри вăрман хуралĕн лесничийĕ Владимир Глухов хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра республикăра пушар тухас хăрушлăхĕ 3-мĕш класпа танлашать.
Çакăн пек чухне инкекрен сыхланса вăрмана кĕрессинчен тытăнса тăмалла. Çут çанталăк пушарĕсем тухас хăрушлăха сирес тĕллевпе типĕ курăка çунтарма юрамасть, уçă территоринче, çул хĕррипе лартнă йывăçсем хĕррипе, хушма хуçалăхра, дачăра кăвайт чĕртмелле мар. Пĕр çын айăпне пула пиншер гектар вăрман çуннине, унта пурăнакан чĕр чунсем вилнине кашнинех асра тытмалла.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *