Регион ертÿçи Олег Николаев палăртнă тăрăх, строительсем Чăваш Ен аталанăвĕшĕн кашни кун ырми-канми ĕçлеççĕ. Вĕсем тăрăшнипе республикăра çуртсем, больницăсем, шкулсемпе ытти объект çĕкленет.
Кăтартусем çулран-çул курăмлă. Пирĕн республика хула хутлăхĕн пахалăхĕн индексĕпе Атăлçи тăрăхĕнче – 4-мĕш, Раççейре 15-мĕш вырăн йышăнать.
2020 çултанпа регионта 3,7 миллион тăваткал метр çурт хута янă. 5 пине яхăн çемье, тăлăхсем пурăнмалли условисене лайăхлатнă.
1316 общество вырăнĕпе картиш территорине хăтлăлатнă. 2030 çулччен 268 вырăна хăтлăх кĕртесшĕн.

