Кӑҫал Чӑваш Енре вырма ӗҫӗсене ытти чухнехинчен маларах вӗҫлес тӗллевлӗ.
Пӗлтӗр пирӗн регион Атӑл тӑрӑхӗнчи федераци округӗнче 100 гектар ҫинче ял хуҫалӑх продукцийӗ туса илессипе 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Ҫакӑ республикӑна тӗрлӗ ҫимӗҫпе туллин тивӗҫтерме май парать.
Лаптӑксем те ӳссех пыраҫҫӗ. Кӑҫал уй-хиртен миллион тонна тыр-пул пухса илме палӑртнӑ. Хальлӗхе 330 тонна яхӑн тирпейленӗ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан урпа тухӑҫлӑхӗ 40 процент чухлӗ ӳснӗ.
Пушӑ ҫӗрсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртессипе Йӗпреҫ, Патӑрьел, Комсомольски тӑрӑхӗсенче палӑртнине пурнӑҫланӑ.
Регион ертӳҫи Олег Николаев палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗр лаптӑкӗсемпе пӗлсе усӑ курасси тӗп вырӑнта пулмалла.

