Иртнине хаклама пĕлсен кăна малашлăх пур.
Çак кунсенче Канаш тăрăхĕнчи Яманкасси ялĕнче пулса курма тÿр килчĕ. Таврара пурăнакансем ку йăмраллă ялăн историне аван пĕлеççĕ. Ăна никĕслесе пуçарса яракан мăн аслашшĕсем темиçе çĕр çул каяллах ирĕклĕх шыраса, хĕн-хура тÿсеймесĕр тарса аякран кунта куçса килнĕ. Çырма-çатраллă чăтлăх вăрманăн улах вырăнĕнче хÿтлĕх тупнă. Кунта пурăнакансем хăйсен авалхи историне лайăх пĕлеççĕ, вĕсем маттур та пархатарлă кăмăллă çынсем.
Хăй вăхăтĕнче Доронин ячĕпе хисепленсе тăракан колхоза пĕлмен çын пулман. Вăл ĕçри çитĕнĕвĕсемпе Канаш тăрăхĕнче кăна мар, республикăра та малтисен ретĕнче пулнă.
Пурнăçра тем те пулать: лайăххи те, япăххи те… Халăх пурне те тÿссе ирттерет, чăтать. Ырă, ăшă кăмăл вучахне сÿнме памасть. Туслă пурăнса, пĕр-пĕрне пулăшса малалла талпăнать.
Яманкасси ялĕ чăнласах тĕлĕнмелле асамлă вырăнта тĕпленнĕ.
Çывăхри Вăрăм шывĕ кукăр-макăр юхса хăйĕн васкамасăр куçакан ăшăх шывне Атăл еннелле хăвалать. Ял çывăхĕнче аслă вăрман, шухăша яракан тарăн çырмасем, ытарлă сăртсен тăвайккийĕсем, уйсенче пучах кăларса хумханса ларакан тĕш-тырă пуссисем.
Вăрăм шывĕ урлă хывнă тимĕр кĕпер урлă каçса ял урамне кĕтĕмĕр. Кунта пире Мясниковсен сумлă çемйи кĕтет.
Кĕтнĕ çĕре çитес тесен, ялтан тухса вăрман еннелле çул тытмалла. Хысаклă типĕ шырлан тĕпĕнчи якатса хытарнă çул пире кирлĕ çĕре илсе çитерчĕ.
Эрешлесе капăрлатнă тимĕр калинкке умĕнче пире ăшшăн та тараватлăн кĕтсе илчĕç.
Артемий Васильевич чылайранпа
«Канаш ен» хаçат редакцийĕнче ĕçлет. Вăл Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ. Унăн амăшĕ, Людмила Порфирьевна, нумай çул хушши шкулта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă.
Кунта курмалли, тĕлĕнмелли, сăнамалли темĕн чухлех. Мĕн кăна ăсталаман Артемий Васильевич çак лаптăкра. Авалхи халăхăн ĕç хатĕрĕсем, хăй шухăшласа ăсталанă тĕлĕнмелле япаласем, илемлĕ те капăр пĕчĕк пÿртпе беседкăсем, çил арманĕ…, тем те, тем те пур. Чăн та çăтмахăн пĕр тĕлĕнмелле кĕтесĕнче пулнă пекех туйрăмăр хамăра.
Вĕсем çак çĕр лаптăкне малтан арендăна илнĕ хыççăн каярах харпăрлăха куçарнă. Унăн сăн-сăпатне лайăхлатас тесе чăн-чăн пыл хурчĕ-сем пек канма пĕлмесĕр нумай вăй хураççĕ. Артемийăн тĕп ĕçĕ те явап-лă та интереслĕ. Ялан çĕнни шырамалла, пурнăçпа тан утмалла. Вăл ăна тивĕçлипех ĕлкĕрсе пырать. Çав вăхăтрах хăйне интереслентерекен, хăй кăмăллакан ĕçе те тĕпе хума пĕлет. Тем те пĕр шухăшласа тупать, ĕçлет, тăрăшать, тĕллеве пурнăçлать. Çак ĕçре ăна амăшĕ, Людмила Порфирьевна, хавхалантарса пырать.
Кунта курма килекенсем авалхи çынсен ĕлĕкхи пархатарлă та йывăр пурнăçĕ çинчен тарăннăн ăнланма пултараççĕ, хаклама вĕренеççĕ. Иртнине пĕлни çынна кирлĕ çулпа малалла утма пулăшать. Кунти тавралăх тĕлĕнмелле илемлĕ. Çĕр лаптăкне çын пырса кĕрейми ватă вăрман чăтлăхĕпе чăнкă çыранлă тарăн çырмасем хăйсен ытамне илнĕ. Çĕр айĕнчен тапса тухакан çăл куçăн сивĕ шывĕ аякри вăрман чиккинчен юхса килет. Тăрна куçĕ евĕр таса та тăрăскер çырма тĕпĕнчи акшар чулĕ- сене хăйраса илемлĕ сасă кăларать.
Çĕр лаптăкне йĕри-тавра карта тытса çаврăннă. Карта çумĕпе туя тата чăрăш йывăççисем ешереççĕ. Халь вĕсем пĕчĕк çеç-ха, çÿлелле кармашакан хунавсем малашне çĕкленсе тата та ытларах илем кÿрĕç.
Типĕ варăн чăнкă çыранĕн хĕрринче ĕлĕкхи вăрçă пушкисен кĕлеткисене вырнаçтарса тухнă. Тупăсен çÿлелле кармашакан кĕпçисем кунти тавралăха сыхласа тăнăнах туйăнаççĕ. Юнашарах _ çил арманĕ. Кăшт çил вĕрсенех хăйĕн çунаттисемпе хăлаçланса ĕлĕкхи вăхăта аса илтерет. Арманăн çÿллĕ çивитти çине вăрман чăтлăхĕн- че пурăнакан çĕрлехи ăслă ÿхĕн кĕлеткине вырнаçтарнă. Вăл çаврака чармак куçĕсемпе тавралăха сăнать. Уринчен çыхнă кантрана кăшт туртса илсенех кайăк пуçне хускатма пуçлать те чылай вăхăт лăпланаймасть. Чăн-чăн юмах тĕнчи!
Лаптăк варринче хĕллесенче хурт-хăмăра усрамалли утар пÿрчĕ те вырăн тупнă. Унăн сарлака çивитти айĕнчи сентресем çине хресченсен ĕç хатĕрĕсене вырнаçтарнă. Çĕр ĕçĕпе тăрăшакан халăхăн пур ĕçе те хăйĕн аллипе тумалла пулнă. Тырă акса çăкăр тăвасси, йĕтĕн-кантăр çитĕнтерсе çи-пуç, тум ăсталасси, урана тăхăнма кăçатран пуçласа тăла пусасси таранах, çăпата калăпласси тата ытти те. Пурте йывăр ĕç. Канăç пулман халăхăн. Çак аваллăхра ăсталанă япаласене пурне те халăх хăйĕн аллипе тунă.
Çÿлĕк çине вырнаçтарнă ĕç хатĕрĕсене курсан куç-пуç алчăраса каять. Авалхи çынсен пурнăçĕ куç умне тухса тăрать. Ĕлĕкхи чăвашсен кун-çулне лайăхрах ăнланма пуçлатăн. Кунта çывăхри çырмасенче тупнă авалхи чĕрчун шăмми-шакки валли те вырăн хатĕрлесе хунă. Хăй вăхăтĕнче, пиншер çул каялла, чăвашра тундра пулнă. Кунта çăмламас мамонтсемпе носорогсем, çурçĕр пăланĕсен кĕтĕвĕсем пурăнса ыр курнă. Вĕсен шăммисемпе шăлĕсене Вăрăм шывĕ хĕрринче пурăнакансем тата Ÿрет çырминче чул кăларакансем тăтăшах тупаççĕ. Ку таранччен вĕсене Канашри тавра пĕлÿ музейне кайса панă пулсан, халĕ вара çак паха экспонатсене аваллăхпа кăсăкланакан ял каччи патне управа пырса парас кăмăллă пулнине палăртаççĕ. Хам енчен çывăх юлташа килте чылай вăхăт хушши упраннă çăмламас носорогăн пуç шăммипе мамонтăн янах шăммине парне турăм. Тĕпленсе пурăннă ĕлĕкхи пирĕн йăхсем вĕсене тытма сунара çÿренĕ. Сентре çинче çак çынсен вут чулĕнчен ăсталаса тунă ĕç хатĕрĕсене те курма пулать. Вăхăт иртнĕçемĕн тундра вырăнĕнче вăрмансем ĕрчесе каяççĕ. Хальхи чĕрчунсемпе кайăксем пурăнма пуçлаççĕ. Этем вĕсене тытма ла-йăхрах сунар хатĕрĕсем тума вĕренсе пырать. Вутăпа усă курма вĕренсе тăмран чÿлмексем туса чĕрĕ какая пĕçерсе çиме пикенет. Пиçнĕ какайăн усси пысăк, вăл ăс-тăна лайăхрах аталантарать.
Ешĕрекен çимĕçсене шăварма та майсем тупнă кунта. Хуçалăхра кирлĕ шыв ыйтăвне те хăйне майлă çăмăллатнă.
Хуралтăн çивитти çинчен анакан çумăр шывĕ валак тăрăх юхса пĕр- пĕринпе пĕрлештернĕ, пĕр шайра ларакан каткасене çемçе шывпа пĕр харăсах тултарса хурать. Çумăрсăр вăхăтра шыва çывăхри çырма тĕпĕнчи тарасаран электронасоспа уçласа хăпартаççĕ. Çитес вăхăтра Артемий Васильевич пыл хурчĕсен пушă вĕллисене ватă утартан куçарса килесшĕн. Хурт-хăмăр ĕрчетсе янă хыççăн вĕсем валли хĕл каçма утар пÿрчĕ хатĕр.
Кунта çÿллĕ юпа тăррине лаша пуçĕн шăммине те вырнаçтарнă. Вăл лашапа çÿрекенсене ку вырăнта утар пулнине пĕлтерет. Ĕлĕкхи çын лаша хурт сăхнине чăтайманнине лайăх пĕлнĕ. Лаша пуçĕн шăмми _ асăрхаттаракан паллă.
Çын пуррине сиссе юпа вĕçне вырнаçтарнă видео-сăнав аппарачĕ сасă пачĕ. Вăл пире сывпуллашма вăхăт çитнине систерчĕ. Эпир тÿ- пенелле кармашакан çамрăк хыр йывăççисен сулхăнĕнче ларакан беседкăна кĕтĕмĕр. Кунта уçă, сулхăн, тирпейлĕ. Кашни япала хăй вырă- нĕнче. Пире чăвашсем юратакан шăмшак курăкĕ ярса вĕретнĕ сиплĕ чейпе сăйларĕç. Кăмăллăн калаçса, ырă, ĕçчен те маттур çынсене чĕререн тав туса уйрăлтăмăр. Сывă пулса юл, тараватлă Яманкасси ялĕ. Тепре куриччен!
Николай ВОРОНЦОВ,
Кивĕ Шелттем ялĕ

