2024 çулхи декабрĕн 6-мĕшĕнче «Канаш ен» хаçатра «Манăçа тухнă ятсем» рубрикăпа «Сиккассинчи Пайташ Илли: кам пулнă-ши вăл;» интервью пичетленсе тухнăччĕ. Унта Сиккассинчи вăтам шкулта 46 çула яхăн ĕçлекен Елена Ильинична Павлова хăйĕн ашшĕ _ Иванов Илья Иванович тата хăйсен çемйи çинчен чунне уçса каласа панăччĕ. Кам пулнă-ха вăл, Пайташ Илли; Иванов Илья 1920 çулта Сиккассинче çуралнă, ялти шкулта вĕреннĕ, мĕн çамрăкран районта тухса тăракан «Коммунизмшăн» хаçата Сиккассинче тата Жданов ячĕллĕ колхозра ?«Урюм» хуçалăх ĕлĕкрех çак ятпа тăнă/ пулса иртекен ĕçсем çинчен пĕлтерсе тăнă: маттуррисене ырланă, кахалсене, паллах, критикленĕ. Пултаруллă çамрăк республикăра тухса тăракан «Коммунизм ялавĕ» хаçатра вăй хуни çичен те каласа панăччĕ Елена Ильинична.
Чăваш патшалăх Кĕнеке палатинче Шупашкарта Илле Пайташăн 1938 çулта «Капкăн» журналта пичетленнĕ «Тулти сценка» фельетонне тупма май килчĕ. Унта 18 çулхи Илле Жданов ячĕллĕ колхозăн иккĕмĕш бригада бригадирне эрехпе туслă пулнăшăн, хăйне эрехпе «хăналаман» колхозниксене Канаша пасара е вăрмана вутта кайма лаша паманни пирки вăйлăн питлет. Шутлăр-ха: вунсаккăрти каччă колхоз бригадирне республикăра тухса тăракан сатира журналĕнче критиклеме именсе, хăраса тăман!
Иванов-Пайташăн тепĕр фельетонĕ çинче те чарăнса тăрасшăн эпĕ. Вăл 1955 çулта, хам Сиккассинчи вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕреннĕ чухне ăна ялти библиотекăра вуланипе асра юлнă. Фельетонри мыскарасем колхоз ĕçкинче мар, Вăрăм шывĕ çинче арман пĕви пĕвелекенсен ĕçкинче пулса иртнĕ иккен. Мĕн тейĕн, унтанпа кăçал 70 çул çитрĕ те, манăçа тухасси те пулать.
Илле Пайташăн тепĕр фельетонĕ «Чипер арăм шыраса» ятлă. Унта автор пирĕн енчи ялсенче пурăнакан пĕччен хĕрарăмсем патне киле кĕрсе ача çураттарса çÿ- рекен арçынна сăмах вăйĕпе питлет.
Илья Ивановăн пур материалĕсене те хаçатра илсе кăтартма май çук. Паян пичетленекен материалсем Илья Иванович Иванов-Пайташăн журналистикăри творчествине яр уççăн сăнласа параççĕ тесшĕн эпĕ. Журналистика енĕпе нимĕнле ятарлă пĕлÿ илмен ?вăл вăхăтра ăна илме майĕ те пулман/ пулин те, Илле Пайташ, хăй тĕллĕн вĕреннĕскер, çак сумлă ята тивĕç.
Василий ЛАПИН

