Четверг, 17 сентября, 2026
Главная > Публикации > Тайлăк-тайлăк, çул тайлăк…

Тайлăк-тайлăк, çул тайлăк…


Кăçал Сиккассинчи Жданов ячĕпе тăракан колхозра халиччен пулман пысăк сооружени тума тытăннă. Вунă çул ытла юхăнса выртнă шыв арманĕ вырăнне çĕнĕрен пĕве пĕвелесе çĕнĕ арман тăваççĕ.
— Мĕн тери пысăк сооружени тăватпăр та вара, пĕве пĕвелесе пĕтернĕ хыççăн вечер тума «ан шарли» юхтармалла тăвасчĕ, — тенĕ арман пĕви пĕвеленĕ çĕрте аслăраххи пулса ĕçлекен Кирилл Кирюков.
— Аван пулĕччĕ, — килĕшнĕ унпа тепĕр аслăраххи Петр Кирюков, «вечер» тени мĕне пĕлтернине ăнланса.
Вара вĕсене колхоз председателĕ К. Суранов юлташ С. Мухин завхозран 4 пăт ыраш çăнăхĕ, 6 пăт çĕрулми тыттарса янă.
— Эрехне хаяр тăвăр, тутанса пăхма хамăр пыратпăр, _ тенĕ вăл.
Тепĕр ик-виçĕ кунтан Кирилл Кирюков, Яков Андреев, Кузьма Зайцев лаççисен тăррисенчен кăвак тĕтĕм йăсăрланма пуçланă: «ан шарли» юхтараççĕ. Вечерне К. Кирюков патĕнче ирттерме палăртнă, çавăнпа та юхтарнă самогонкăна йăлтах ун патне пуçтарнă.
Июлĕн 3-мĕшĕ. Каç пулсан пĕве патĕнче ĕçлекенсем «вечера» пухăнма пуçларĕç. Вĕсен хушшинче ял Совет председателĕ И. Амбруков, колхоз председателĕн заместителĕ П. Кадыков, уй-хир бригадин бригадирĕ И. Киселев тата ытти пуçлăхсем те пулчĕç. Хăнасем пухăнса çитсен кил хуçисем пÿртри сĕтел-пукансене, савăт-сапасене килкартине йăта-йăта тухса вырнаçтарса лартрĕç. Кĕçех шăв-шав ĕçкĕ-çикĕ пуçланать: иккĕн-виççĕн самогонка ĕçтереççĕ, пĕри пăру какайне ваклать, тепри çăкăр касать…
Нумай вăхăт иртет-и, сахал-и, — кĕтмен çĕртенех харкашу пуçланать.
— Самогонка пĕтрĕ, — терĕ Кирилле арăмĕ Надежда Андреевна. — Пуçлăхсем тутанса пăхатпăр тесех 10 четверть ĕçсе ячĕç те…
Çакна илтсен сĕтел хушшинче ларакан колхозниксем пĕр-пĕрин куçĕсенчен пăха-пăха илчĕç, пурте пуçĕсене салхуллăн сулларĕç .
— Не может быть! — терĕ пĕри. — Пулма пултараймасть!
Чейник йăтса самогонка ĕçтерсе çÿрекен Кузьма Зайцев та, Надежда сăмахĕсене илтсен, чейникне сĕтел çине шак! тутарса лартрĕ.
— Не может быть! — терĕ вăл та. — Манăн арăм 5 четверть, Анна 7 четверть юхтарса килсе панă. Хăвăр 11 четверть юхтарнă тетĕр. 23 четверть пулмасть-и вăл; Эпир кунта çирĕм иккĕн кăна, кашнине пĕрер четверть тивмелле вĕт. Кĕçĕр те, ыран та ĕçмелĕх пур. Мĕн тума пытарса хăваратăр пирĕн эрехе! — хĕрсе кайса кăшкăрать хайхискер.
Тĕркĕшнĕ вăхăтра И. Амбруков, П. Кадыков, И. Киселев хапхаран тухса шăвăнчĕç. Малтанах вĕсем хуралтсен çуммипе йăпшăнса утрĕç. Аяккалла кайсан, çул çине тухса, алла-аллăн ытăнчĕç те «Тайлăк-тайлăк» юрра янратма пуçларĕç:
— Тайлăк-тайлăк, çул тайлăк, çул тайлăк мар, хам тайлăк…
Кириле килкартинче çаплипех тĕркĕшÿ пырать-ха. Пурте кил хуçине вăрçаççĕ.
— Ма вăрлатăр пирĕн эрехе;
Кириле арăмĕ Надюш кăвакал ами пек явкаланса çÿрет.
Акă вăл упăшки патне пычĕ те:
— Тăмана, мĕн пăхса ларатăн; Хăвала та кăларса яр вĕсене! — терĕ.
Вутă купи çинче пуçне чиксе ларакан Кириле колхозниксен умне вăкăр пек сиксе тăчĕ те:
— Тухса кайăр манăн килĕм-çуртăмран. Самогон пĕтнĕ тенĕ вĕт сире! — сурчăкĕсене сирпĕтсех кăшкăрать вăл.
Пĕрне чышса, теприне тапса, Кириле колхозниксене урама хăва- ласа кăларчĕ. Урама тухсан А. Бельский колхозника хĕнесшĕн пулса туя йăтсах хăваларĕ. Унăн картусне, чувяккине хывса юлнă та халĕ те памасть.
— Самогонка ĕçнĕшĕн икĕ килограмм çурă çăнăх илтĕм тесе ведомость çине алă пуссан парса яратăп. — тенĕ тет Кириле арăмĕ.
Июлĕн 4-мĕшĕ. Ĕнер колхозниксене самогон пĕтнĕ тесе хÿтерсе кăларса ячĕç пулсан, паян ирех И. Амбруков, П. Кадыков, колхоз шоферĕ А. Суранов, унăн стажерĕ К. Васильев каллех Кириле патне хăнана пухăнчĕç. Хапхасемпе алăксене питĕрсе, занавескăсене карса кăнтăрлачченех ĕçрĕç. Ку çеç те мар-ха, июлĕн 5-мĕшĕнче Кириле вăрмантан икĕ лав утă вăрласа килнĕ пулнă та, ăна хыççăн пырса тытнă. Тихонов леснике те колхоз эрехĕпех «çуса» кăларса ячĕç.
Çак ĕçшĕн колхозниксем питĕ тĕлĕнеççĕ:
— 1955 çулта самогонка юхтарма нимĕнле фонд та уйăрса хуманччĕ вĕт-ха эпир. Мĕнле фондран юхтарса ĕçрĕç пирĕн пуçлăхсем çав самогонкăна; — теççĕ вĕсем.
— Кириле килкартине кĕрсе тухнипех пирĕнтен тырă тытса юлĕç-ши вара; — ыйтаççĕ арман пĕви пĕвелекенсем.
Пирĕн шутпа, çав «Тайлăк-тайлăк, çул тайлăк…», — тесе юрлакансенчен тытса юлсан тĕрĕсрех пулнă пулĕччĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем самогонкăпа ыттисенчен нумайрах усă курнă, тата ăна колхоз тыррипе çĕрулминчен юхтарнă. «Тайлăк-тайлăк, çул тайлăк…», — тесе юрлакансем хăйсем çеç мар, вĕсен пуçлăхĕсем те тайлăкрах мар-ши;
И. Пайдаш.
«Коммунизмшăн» хаçат, 1955 çулхи июлĕн 17-мĕшĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *