Чăваш Ен Правительстви ятарлă постановление çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ.
Унпа килĕшÿллĕн васкавлă медпулăшу ĕçченĕсене хушса тÿлĕç. Малашне васкавлă медпулăшу тухтăрĕсене – 11500 тенкĕ, фельдшерсемпе медсестрасене – 7000 тенкĕ, водительсене 9000 тенкĕ хушса парĕç.
Çак тÿлеве республикăри 655 çын тивĕçĕ.

