Пятница, 17 июля, 2026
Главная > Публикации > Уяв хаваслă тата асра юлмалла иртрĕ

Уяв хаваслă тата асра юлмалла иртрĕ


Тăван ял, таван кĕтес… Унран хакли, лайăххи мĕн пултăр-ха тĕнчере. Эпир унта ÿссе çунат сарнă, ĕçе хăнăхса çын шутне кĕнĕ. Урăх вырăнта ĕçлеме, пурăнма тÿр килсен те тăван ял асран каймасть.
Çурла уйăхĕн 9-мĕшĕнче Мăкăр çыннисем ял уявне паллă турĕç. Уяв ялти культура çурчĕ çумĕнче вырнаçнă стадионра хаваслă иртрĕ. Ял-йыш уява тĕплĕн хатĕрленчĕ, нумайăшĕ çемйипех _ ачисемпе тата мăнукĕсемпе хутшăнчĕç.
Уявра тĕрлĕ курав, асăнмалăх сăн ÿкерттермелли илемлĕ вырăнсем пулчĕç. Савăнăçлă уява мăкăрсем вăйă картине тăрса уçрĕç. Ял çыннисене тата хăнасене Канаш тăрăхĕн администрацийĕн çĕрпе пурлăх пайĕн пуçлăхĕ Татьяна Никифорова, Чакаç территори пайĕн начальникĕ Владимир Михайлов саламларĕç, телей, вăрăм ĕмĕр, çирĕп сывлăх сунчĕç. Ветерансен канашĕн председателĕ Леонид Михайлов ял историйĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ.
Уявра чи аслă çынсене, сумлă юбилярсене саламларĕç. Нумай ача-пăчаллисене, кăçалхи 2025-мĕш çулта кун çути курнă пепкесене парнесем пачĕç. Нумай çул пĕрле мăшăрпа килĕштерсе пурăнакан, ачисене тĕрĕс тĕкел çитĕнтерсе ура çине тăратнă чи сумлă çемьесене чысларĕç. Малалла та пĕрле пĕр-пĕрне юратса, хисеплесе, пулăшса, вăй парса, тĕрлĕ йывăрлăха çĕнтерсе пыма çирĕп сывлăх сунчĕç.
Уяв, паллах, ташă-юрăпа илемлĕ. Мăкăр ялĕн культура çурчĕ çумĕнче йркеленнĕ «Туслăх» фольклор, «Шăнкăрав» вокал ?Катек ялĕ/, «Салам» вокал ?Сикасси ялĕ/, «Улах» фольклор ?Тăрăн ялĕ/, «Юхăм» фольклор ?Пучинке Йĕпреç тăрăхĕ/, «Пĕртăвансем» ?Канаш/ вокал ушкăнсем хăйсен пултарулăхепе савăнтарчĕç. Мăкăр çыннисене хавхалантарма эстрада çăлтăрĕсем Людмила Засыпкинапа Владимир Ермолаев та килсе çитрĕç. Вĕсем хăйсен янăравлă сассисемпе уява илем кÿчĕç, ташши-юррипе савăнтарчĕç.
Командăсем хушшинчи спрт ăмăртăвĕсем те хĕрÿ иртрĕç, чи маттуррисене парнесем парса хавхалантарчĕç. Ял уявне ирттерме пулăшакансене те паллă туса хăварчĕç, вĕсене тав сăмахĕ каларĕç. Ял урамĕсене тирпейлĕхре тытакан, ял пурнăçне илемлетме тăрăшакан хастарсене, хисеп хучĕ тата парне парса чысларĕç, кăмăлĕсене хăпартрĕç.
Уяв савăк дискотекапа вĕçленчĕ. Аякри тăвансене курса чунтан калаçни, хаваслă юрă-ташă, кăпăклă чăваш сăри, хуранта пĕçернĕ какай шÿрпи уява хутшăнакансен кăмăлне çĕклерĕ.
Уяв хаваслă тата асра юлмалла иртрĕ.
Вероника ИВАНОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *