Воскресенье, 13 сентября, 2026
Главная > Публикации > 40 ытла мероприяти ирттерме палăртнă

40 ытла мероприяти ирттерме палăртнă


Чăваш Ен тĕп хули уяв хăнисене мĕнпе савăнтарĕ тата тĕлĕнтерĕ?
Шупашкар хули çурла уйăхĕн 16-17-мĕшĕсенче 556-мĕш çуралнă кунне паллă тума хатĕрленет. Уяв, иккĕленӳ çук, савăк кăмăл-туйăм парнелĕ, нумайлăха асра юлĕ. Ку эрнери канмалли кунсем «Атăл çинчи телей» девизпа – социаллă сетьсенчи чи анлă сарăлнă хэштегпа – иртĕç.
Шупашкар кунне анлă паллă тăвасси тахçанах çирĕп йĕрке пулса тăчĕ ĕнтĕ. Кăçал тĕп хулара пурăнакансемпе хăнасене мĕнле çĕнĕлĕхсем кĕтĕç? Кун пирки уява йĕркелекенсем Шупашкар хула администрацийĕнче ирттернĕ пресс-конференцире тĕплĕн каласа кăтартрĕç.
Шупашкар хула админстрацийĕн культура управленийĕн пуçлăхĕ Людмила Маркова пĕлтернĕ тăрăх, кăçал уяв мероприятийĕсем валли виçĕ пысăк лапам – Юрă уйĕ, Мускав çыранĕ тата Хĕрлĕ тӳрем – уйăрнă. Кунсăр пуçне тĕп хулан районĕсенчи парксенче, нумай хутлă çуртсен картишĕсенче 40 ытла мероприяти ирттерме палăртнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *