Пятница, 11 сентября, 2026
Главная > Публикации > Баскетболистсем пултаруллă та маттур

Баскетболистсем пултаруллă та маттур


Пирĕн тăрăхра сывă пурнăç йĕркине тĕпе хурса пурăнакан, спортпа туслă çынсем чылай. Физкультура учителĕсем, тренерсем ачасене мĕн пĕчĕкрен спортăн тĕрлĕ тĕсĕпе туслаштарма тăрăшаççĕ.
Çак кунсенче Канаш муниципаллă округĕнчи «Импульс» спорт шкулĕнче Марта Сигимова тренер ертсе пынипе пултарулăхне аталантаракан çамрăк спортсменсем Шупашкарта иртнĕ ача-пăча картиш баскетболĕн Пĕтĕм Раççейри IV фестивалĕнче палăрнă. Хăйсен ушкăнĕнчи 12 команда хушшинче вĕсем пьедесталăн иккĕмĕш картлашки çине хăпарма пултарнă.
Палăртса хăварар: пурĕ ăмăртура тăватă ушкăнра 50 ытла команда тупăшнă. Чи маттуррисем парнесене тивĕçнĕ.
Çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче 2007 çулта çуралнă тата аслăрах каччăсем хушшинче иртнĕ баскетбол вăй- йинче те Канашсем çак спорт тĕсĕнче вĕсем питĕ пултаруллă пулнине кăтартса панă. Пирĕн округ команди хĕрÿ тупăшура финала тухса турнирăн çĕнтерÿçи пулса тăнă. Баскетболистсене чĕререн саламлатпăр, малашне те округ ятне çÿлте тытма сунатпăр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *