Иртнĕ канмалли кунсенче Шупашкар муниципаллă округĕнче Пуçлăх тата муниципаллă служащи кунĕ иртнĕ. Вăл тĕрлĕ мероприятисемпе пуян пулнă.
Муниципалитетсен командисем хутăш эстафетăра ăмăртнă, волейбол тата мини-футбол турнирĕсенче тупăшнă. Пуçлăхсем курăк çулас, хăйăр тултарнă михĕпе пĕшкĕнес, тиенĕ урапана кустарас енĕпе ăмăртса чи паттăррине палăртнă. Асăнса хăварар: пирĕн округ команди волейбол вăййинче 1-мĕш вырăн йышăннă.
Культура ĕçченĕсем пуçтарăннисене юрри-ташшипе савăнтарнă. Мероприятире çавăн пекех чи тăрăшуллă та маттур муниципаллă служащисене, ял территорийĕ- сен пуçлăхĕсене тĕрлĕ наградăсемпе чысланă.

