Çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнче республикăра, çавăн пекех пирĕн округра та Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Унта Шупашкартан килнĕ информушкăн членĕсем, Канаш муниципаллă округĕн депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем, предприятисемпе организацисен ертÿçисем тата территори уйрăмĕсен начальникĕсем хутшăннă.
Мероприятире нумай çул тĕрлĕ ĕçре тăрăшса хисепе тивĕçнĕ çынсене савăнăçлă лару-тăрура «100 лет городу Канаш» юбилейлă медальсемпе чысланă. Çавăн пекех кун йĕркинчи ыйтусене пăхса тухнă. Чи малтанах пуçтарăннисем республикăн тата муниципалитетсен 2030 çулчченхи социаллă тата экономикăлла аталанăвĕн комплекслă программине сÿтсе явнă. Вĕсем ял хуçалăхăн тата промышленноçăн аталанăвĕ, пурнăç пахалăхне ла- йăхлатасси тата патшалăх пулăшăвĕ тавра калаçнă.
Иккĕмĕш ыйту çывхарса килекен суйлавпа çыхăннă. Авăн уйăхĕн 12_14-мĕшĕсенче эпир республика Пуçлăхне суйлăпăр. Канаш территори суйлав комиссийĕн председателĕ Мария Александрова сасăлав ĕçне мĕнле йĕркеленипе тĕплĕн паллаштарнă, суйлава пырса тивекен ыйтусене уçăмлатнă.
Çавăн пекех информкунра граждансене те уйрăм ыйтусемпе йышăннă.

