Чăваш Енре пурăнакансем ЧР Пуçлăхĕн çĕнетнĕ «Ниме — халăх бюджечĕ» программине активлăн хутшăнаççĕ.
Территорисене лайăхлатма тата аталантарма 200 ытла заявка панă. Çынсем картишсене, ача-пăча тата спорт площадкисене тирпей-илем кĕртесшĕн, çулсене юсасшăн, кану вырăнĕсем йĕркелесшĕн.
Пурĕ çĕнетнĕ программăна 5 хула _ Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Улатăр, Канаш тата Çĕмĕрле _ хутшăнать. Авăн уйăхĕн 12_26-мĕшĕсенче «Чувашия онлайн» сайтра проектсемшĕн сасăламалла пулать. Сасăлав пĕтĕмлетĕвĕсем юпа уйăхĕн вĕçĕнче паллă пулĕç.

