Среда, 11 ноября, 2026
Главная > Публикации > Хула кунне уявланă

Хула кунне уявланă


Иртнĕ канмалли кунсенче республикăра пурăнакансем тата хăнасем Шупашкар 556 çул тултарнине уявланă.
Тĕп хуламăрти Мускав çыранĕнче иртнине чĕртсе тăратакан «Атăл çинчи телей» ретроспектива йĕркеленĕ. Ĕлĕкхи пек газировка автомачĕсем, чечеклĕ кĕпесем тăхăннă хĕрсем, иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕ- сенче хит пулса тăнă юрăсем хăнасене 60_70 çул каяллахи Шупашкара тавăрнă. Çакăнтах каярахпа «Атăл çинчи джаз» уяв иртнĕ.
Тĕп хуламăра пуçтарăннисем тĕрлĕрен мероприятие хутшăннă, çав шутра «çăлтăрпа» пĕрле ирхи зарядка тунă, спорт ăмăртăвĕсенче тупăшнă, ăсталăх класĕсенче пултарулăхне кăтартнă. Хĕрлĕ лапамра «Чебоксарская семья» тата «Город поющих фонтанов» конкурссен çĕнтерÿçисене чысланă.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев уяв ячĕпе саламласа хула кунран-кун илемленсе, хăтлăланса пынине палăртнă, малашне те ку енĕпе тăрăшма суннă.
Каçхине «Иванушки International» ушкăн концерчĕ пуриншĕн те парне пулнă, савăк кăмăл парнеленĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *