Воскресенье, 6 сентября, 2026
Главная > Публикации > Çĕнĕ хатĕр шутласа кăларнă

Çĕнĕ хатĕр шутласа кăларнă


Чăваш патшалăх аграри университетĕн- че пĕлÿ илекен Кирилл Быков Евгений Алексеев преподаватель ертсе пынипе хăмла çитĕнтерме пулăшакан хатĕр шутласа кăларнă.
Вăл фермерсене искусствăлла интеллект, машина курăмĕ тата пилотсăр управлени урлă хăмлана кирлĕ пек пăхма пулăшать.
Машина аялти çулçăсене сирпĕтсе тăкăнтарать. Çакă чирсенчен тата сиенçĕсенчен хÿтĕ- ленме пулăшать, химикатсемпе усă курассине чакарать.
Ку çĕнĕ хатĕре кăтартса парса команда «Студенческий стартап» конкурсра çĕнтернĕ, проекта пурнăçа кĕртме 1 миллион тенке тивĕçнĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *