Главная > Публикации > Марафонра çĕнтернĕ

Марафонра çĕнтернĕ


Чăваш спортсменки Исландири марафонра çĕнтернĕ.
33 çулти Дина Александрова Рейкъявик хулинче иртнĕ ăмăртăва хутшăннă. Пике 42,2 километра 2 сехет те 35 минут та 51 çеккунтра чупса тухнă. Вăл финиша пĕрремĕш çитнĕ кăна мар, рекорда та çĕнетнĕ.
Пĕлме: Дина Шупашкарта çуралнă. Малтан вăл ăсталăхне 8-мĕш спорт шкулĕнче туптанă. Кайран Курск хулинче тренировкăсем ирттерме тытăннă, Раççей чемпионки пулса тăнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *